ХУТШĂНУСЕМ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Узбекистан Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Ботиржон Асадовпа тĕл пулнă.
Узбекистанпа Чăваш Ен чылай отрасльте туслă çыхăну йĕркеленĕ. Çĕршыв суту-илÿ калăпăшĕпе пирĕн республикăн 81 партнерĕ хушшинче 6-мĕш вырăн йышăнать. Олег Николаев палăртнă тăрăх, Чăваш Ен ака уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче Ташкентра иртекен Пĕтĕм тĕнчери «Иннопром. Тĕп Ази» промышленноç куравне хутшăнма хатĕрленет. Çавăн пекех Кашкадарья облаçне бизнес-мисси йĕркелеме, Çĕнĕ Шупашкар тата Карша хулисен туслă хутшăнăвне çирĕплетекен килĕшĕве алă пусма палăртнă.
«Эпир экспорта электричество машинисене тата оборудовани, органика мар хими продукчĕсене, йывăç изделийĕсене тата ыттине яратпăр. Пирĕн пата сĕт юр-варĕ, çăмарта, аш-какай, тăвар, сера, штукатурка материалĕсем килеççĕ. Узбекистанри партнерсемпе сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ, культура сферисенче çыхăну тытатпăр. Хутшăнусене малашне те аталантарса пырăпăр. Узбекистан çамрăкĕсем Чăваш Ене вĕренме килеççĕ. Çакă пирĕн республикăра вĕрентÿ пахалăхĕ пысăккине, кунта пурăнма хăтлине тата вăхăта усăллă ирттерме май пуррине çирĕплетет», – терĕ Олег Николаев.