Контрактсене алă пусассине хăвăртлатмалла

Чăваш Енĕн адреслă инвестици программин кăçалхи тăкакĕсем 11,5 миллиард тенкĕпе танлашĕç. Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов пĕлтерчĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служба тата протокол управ­ле­нийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова пуçларĕ – ку эрнери мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ. Вĕсен шутĕнче – виçĕ округри Правительство кунĕсем, регион ертÿçи АПК ветеранĕсемпе тĕл пуласси, ытти мероприяти.

Республикăн адреслă инвестици программи пирки сăмах илнĕ май Строительство министерствин ертÿçи Владимир Максимов 2024 çулхи ĕçе пĕтĕмлетрĕ. Программа тăкакĕсем 12,7 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çак виçен çуррине яхăн пайĕ – федераци укçи, вăл виçĕм çулхинчен 35% пысăкланнă. Укçан 83,4% усă курнă. Хута янисен шутĕнче – Шупашкарти тата округсенчи шкулсем, фельдшер-акушер пункчĕсем, котельнăйсем, тасатакан сооруженисем, ытти объекта. Владимир Михайлович пăшăрханса палăртрĕ: планланă 12 объекта, шел те, вăхăтра хута ярайман. Паян вĕсенчи ĕçсене вĕçлессине васкатнă – çывăх вăхăтра пăнчă лартмалла.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости