Тӑван уй-хирсем, улӑхҫарансем сип-симӗс курӑкпа ешереҫҫӗ. Ҫӗр ӗҫченӗн вара тӗлӗрме вӑхӑт ҫук. Аграрисем ҫу кунӗсенче хӗллехи тапхӑра хатӗрленессипе тимлеҫҫӗ: выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ, ҫӗр улми лартассипе ӗҫсене вӗҫлесе пыраҫҫӗ.
Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче сенаж хатӗрлессипе хастар ӗҫлеҫҫӗ. Ку енӗпе «ВДС», «ЧебоМилк», «Ольдеевская» пĕрлешÿсенче, «Куснар» агрофирмӑра тата «Красное Знамя» ял хуҫалӑх предприятийĕнче хӗрӳ ӗҫҫи пырать. Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне 19,2 пин тонна сенаж хатӗрленӗ.
Ҫанталӑк хăш чух чӑрмав кӳресшӗн пулин те, аграрисем ҫӗр улми лартассипе вӑя чакармаҫҫӗ. Хальлӗхе «иккӗмӗш ҫӑкӑра» планланинчен 65 процент лартнӑ. Пӗр ҫул ӳсекен курӑксене акассипе вара кӗҫех ӗҫсем вӗҫленеҫҫӗ. Ӑна 80 процент пурнӑҫланӑ.
Хамăр инф.
