Çуркуннехи ака-суха ĕçĕсене вĕçлесен хресчен мĕн авалтанах Акатуйра савăннă.

Çак уявра чи малтанах çĕр ĕçченне тав тăваççĕ – ăна хисепленине, унăн ĕçне пысăка хурса хакланине палăртаççĕ. Юрă-ташă, вăйăсем, ал ĕç куравĕсем, спорт вăййисем, пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ тата ытти те ял çыннин кăмăлне хăпартать.

Шупашкар муниципалитет округадминистрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи Акатуй çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче пулать. Вăл Çырмапуç территори пайĕнче иртет.

Акатуя «Тăван Ен» хаçат редакцийĕн коллективĕ те хутшăнма хатĕрленет. Çавăнпа та район хаçатне вулакансене пурне те уява йыхравлатпăр. Унта хаçата йÿнĕрех хакпа çырăнма та, парне выляса илме те, хальхи вăхăтра усă курман япаласемпе сăн ÿкерĕнме те май пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *