Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класне ҫирӗплетнӗ.
Ҫавӑнпа та халĕ вӑрмансене пачах та кӗме юрамасть. Тӗрлӗ инспекци патшалӑх заданийӗсене пурнӑҫланӑ чухне ку йӗрке вӗсене пырса тивмест. Унсӑр пуҫне вӑрман витӗр иртекен пӗтӗмӗшле усӑ куракан автоҫулсемпе иртме юрать тата сывлӑха ҫирӗплетмелли организацисене ҫитме, вӑрмансене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтермелле чухне унта кӗме ирӗк пур.
Енчен те пушар хӑрушсӑрлӑхӗн уйрӑм режимӗнче вӑрмансенче йӗркене пӑснине палӑртсан, граждансене 40 пин тенкĕрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран штраф параҫҫӗ, должноҫри ҫынсене – 60 пинрен пуҫласа 90 пин тенкӗ таран, юридици сӑпачĕллисене – 600 пинрен пуҫласа 1 млн тенкӗ таран.