Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтӗлемелли кун тӗлне Шупашкар хулинче ашшӗ-амӑшӗ валли Компетенцисен центрӗ уҫӑлнӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ центр йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесене пулӑшупа тивӗҫтерӗ.
Ку центр тӗрлӗ енлĕ ӗҫлесе пырӗ: ушкӑнпа занятисем ирттересси, ашшӗ-амӑшӗпе ачасене психологӑн уйрӑм консультацийĕпе тивӗҫтересси тата ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлесси.
Компетенцисен центрӗ Шупашкарта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн 3-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑ.