Çак çулсенче Шупашкар муниципалитет округĕн пурнăçĕ хăвăртланнă пекех туйăнать. Пĕр çĕрте асфальт çул сараççĕ, тепĕр ялта автоçул юсаççĕ, виççĕмĕшĕнче ял клубĕ тăваççĕ, тепринче ферма хăпартаççĕ… Пысăк стройка тейĕн. Ку — куçа тÿрех курăнаканни кăна-ха. Вырăнти предприятисем ĕç оборудованине çĕннипе ылмаштарса пынине, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленине вара тÿрех асăрхамасан та пулать. Округ пур енлĕ аталанать, çĕнелет, вăйланать. Шăпах çакăн пирки сăмах пуçартăмăр та Шупашкар муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Владимир Михайловпа.
Тĕплĕнрех — хаçатăн çĕнĕ номерĕнче.