«Атте-анне ялĕнчен кая ан пултăр…»

«Мана никам та старостăна суйламан, çапах пурте «эсĕ ял старости» теç­çĕ», – çапла пĕлтерчĕ Кăшавăш ял тăрăхĕнчи Мишер ялĕнче ФАПра тăрăшакан Вера Чернова. Эппин, ялта пурăнакансем вăл халăха ертсе пыма, çынсене пĕр-пĕр ĕçе явăç­тарма пĕлессе шанаççĕ.

Ĕçлеме те, савăнма та

Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле, кашни ялта вара тĕрлĕ çын пурăнать. Чи савăнтараканни вара – ялта çынсем туслă пулни, пĕр-пĕр пысăк ĕçе тума кăмăлтан хутшăнни. «Пирĕн ялти çынсем туслă, пĕр-пĕр пысăк ĕç пурнăçлас пулсан турткаланса тăракан сахал. Ялта арçынсем те, хĕрарăмсем те хастар», – пĕлтерчĕ Вера Витальевна. Ĕçчен хĕрарăм 1985 çултанпа Мишер ФАПĕнче вăй хурать, обществăлла ĕçре те хастар. Ял пуласлăхĕ çинчен шухăшлакансем татах пур – кунти ял депутачĕ Михаил Иванов, вăл тăрăшнипе чылай ĕç пурнăçланать. Вера Витальевнăн ывăлĕ Алексей те ял сĕмне илем кĕртес тĕллевлĕ.

Мишерсем кăçал пысăк ĕç туса ирттернĕ, ялти шыв башнин «çуртне» çĕнĕрен блокран купаласа çавăрнă. Башня çывăхĕнчи çÿллĕ ÿссе кайнă йывăçсене касса тирпейленĕ, чăрăшсем лартса карта тытса тухнă.

Нумай пулмасть иртсе кайнă пăрлă çумăр кăтартнă синкеке манман-тăр. Мишер ялĕнче пурăнакансен те 4-5 кун таранах çутăсăр ларма тивнĕ. Ялсенче хуçăлса аннă йывăçсене касса тирпейлесси, электроэнерги пыракан юпасене, татăлса аннă проводсене йĕркене кĕртесси – çак ĕçсене пурнăçлама мишерсем те тухнă.

Ялти халăх ĕçлеме кăна мар, савăнма та пĕлет. Кашни çулах Çĕнĕ çул уявĕнче бал-маскарад йĕркелеççĕ, лотерея, конкурссем ирттереççĕ. Йĕлтĕрпе ярăнса ăмăртасси те йăлана кĕнĕ кунта.

Ĕмĕтре – таса та тирпейлĕ ял

Вера Витальевна ĕмĕчĕ – ялта ача-пăча валли вăйă площадки йĕркелесси. «Ывăлăн икĕ ача, пирĕн патра яланах ачасем хĕвĕшеç­çĕ. Çу кунĕсенче пĕр пахча ача-пăча чупать вара. Малтан хамăр пахчара ача-пăча площадки йĕркелес шухăш пурччĕ, урамра пулсан лайăхрах тесе шухăшларăмăр», – пĕлтерчĕ Вера Витальевна. Кăшавăш ял тăрăх администрацийĕ «Чи илемлĕ те хăтлă ял» конкурса пĕлтĕр те, кăçал та йĕркеленĕ, çĕнтерÿçĕсене ача-пăча вăйă площадки лартса пама шантарнă. Мишерсем мала тухайман, кунта пурăнакансен пĕр пайĕ контейнерсем лартма хирĕç пулнипе ялти çырмана çÿп-çап тултарни ура хунă. «Ялта контейнерсем ларттармалла та, хирĕç­лекенсем пур-çке. Çÿп-çап çырми пирĕн кил-çуртран аякра та мар, çуркунне хутаçсем вĕçме тытăнаççĕ, çĕрнĕрен лайăх мар шăршă сарăлать. Çак çÿп-çап купине пĕр хутчен хупланăччĕ те…», – хыпарларĕ ял старости. Ялти хастарсем вара хăйсен вăйĕпе ача-пăча вăйă площадки тума шухăшланă – вырăнне тасатса йĕркеленĕ, хĕл кунĕсенче йывăç­ран тенкелсем тата ытти хатĕр ăсталама палăртнă.

Вера Витальевна пуласлăхра хăйсен ялне тирпейлĕ, таса курасшăн: «Эпĕ хам Кĕçĕн Турхан хĕрĕ, атте-анне килĕнче савăнсах пулатăп. Çуралнă ялăм урамĕсем сарлака, тирпейлĕ, пĕр хыт-хура ларнине кураймăн. Контейнерсем те вырнаçтарнă, асфальт çул пур. Килсех çÿрес килет. Хăçан та пулсан Мишер ялĕ те çавăн пек пуласса шанатăп».

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости