Çак кунсенче Шупашкар муниципалитет округĕ хăнасене йышăнчĕ

Çак кунсенче Шупашкар муниципалитет округĕ хăнасене йышăнчĕ.

Округра ĕçлĕ çулçÿревпе Узбекистан делегацийĕ пулчĕ. Çулçÿрев тĕллевĕ _ агропромышленноç секторне инвестици хывмалли майсемпе паллашасси тата çывăх малашлăхра килĕштерсе ĕçлеме тытăнасси.

Хăнасем «Ольдеевская» агрофирмăна çитсе курчĕç. Çак фирма паянхи кун Чăваш Енре теплицăра пахча çимĕç туса илессипе малти вырăн йышăнать. Узбекистан делегацине кунта ÿсĕмлĕ ĕçлеме пулăшакан, усă куракан методикăсем пирки каласа панă. Çавăн пекех çулталăк тăршшĕпех паха ял хуçалăх продукцийĕ туса илме май паракан чи çĕнĕ технологисемпе паллаштарнă.

Унччен маларах ют çĕршыв хăнисем Патăрьел тăрăхĕнче пулса курнă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *