Нумай çул Кÿкеçре пурăнакан Сергей Злыдневшăн пулла тата кăмпана çÿрессинчен пахараххи çук. «Хама ас тума тытăннăранах», – тет вăл хăй пулă тытассипе хăçан кăсăкланма тытăннине палăртса. Алла вăлта илсе темиçе вун-вун çухрăма та хыçа хăварма хатĕр пысăк опытлă пулăçă.
Хăйĕнпе пĕлтĕр пулса иртнĕ кăсăклă пулăм çинчен хаваспах каласа пачĕ вăл:
– Юлташ çемйипе Мари республикинчи юхан шыв патне пулă тытма кайрăмăр. Çитсе палаткăсем лартиччен таврана каç сĕмĕ çапрĕ те. Пĕр-пĕринчен 20 метр аяккарах вăлтасене шыва ятăмăр, эпĕ вĕсене сăнама çыран хĕрринчех юлтăм. Юлташ мана çурçĕр иртсен ылмаштармаллаччĕ. Çамка çинчи хунарпа юхан шыв хĕрринче ларатăп хайхи. Пулă туртнă чухне сас пама вăлтасем çине пĕчĕк çеç шăнкăрав çакса ятăмăр. Хамăн вăлтана пăхатăп та – вăлта хулкки шыв çинче лăпкăнах выртать, унтан юлташăнни патне васкарăм. Нимĕнле сас-чÿ те çук. Кĕтмен çĕртен хамăн вăлта «шăнкăртатма» пуçларĕ. Хăвăртрах унта васкарăм – вăлта хулкки шыв çийĕнчех, лăпкă. Кăларса пăхрăм – пула илĕртмелли вырăнтах. Тепĕр вăлтана тĕрĕслеме çитрĕм кăна – каллех бубен сасси. Каллех хамăн вăлта патне пытăм – малтанхи ÿкерчĕкех. Никам та çук, вăлта хулкки те шыв çийĕнче лăпкă выртать. Мĕн амакĕ ку? Кам манпа вылять? Çапла унталла-кунталла темиçе те хутларăм хайхи.
Мĕн амакĕ – тупсăмне тупмаллах. Хайхи хунара сÿнтертĕм те «засадăна» лартăм. Нумай та вăхăт иртмерĕ – пуç тăрринче бубен сасси илтĕнсе кайрĕ. Хунара çутса ятăм та – çерçи евĕр пысăках мар кайăка курах кайрăм. Авă, кам манпа выляма, мана арпаштарма шухăш тытнă иккен! Шел, мĕнле кайăк пулнине пĕлеймерĕм çав, анчах çав каç шăнкăрава евĕрлесе самаях канăçа çухаттарчĕ.
ВЕРА ШУМИЛОВА ÇЫРСА ИЛНĔ