Раççейре иртекен «Спорт çĕрĕ» марафон Шупашкар муниципалитет округне те çитрĕ. Унăн шайĕнче арçынсен тата хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командисем волейбол турнирĕсенче вăй виçеççĕ. Кÿкеçри «Улăп» спорт шкулĕ те таврари волейболистсен командисене йышăнчĕ. Марафонăн малтанхи суйлав вăййисем шăпах унта иртрĕç.

Палăртма кăмăллă: Шупашкар муниципалитет округĕн команди çак тапхăрти вăйăсенче малти вырăна тухма пултарнă. Çĕрпÿ тата Куславкка округĕсен командисем 2 тата 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Хыççăнхи вырăнсенче – сĕнтĕрвăррисемпе тăвайсем.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *