Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕ _ Раççей çамрăкĕсен кунĕ. Яш-кĕрĕмшĕн _ чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри. Ҫамрӑклӑх – ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, хӑюллӑ утӑмсем тумалли тата тапса тӑракан вӑй-хал тапхӑрӗ. Унӑн ырӑ енӗ чылай: хитрелӗх, вӑй, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлни… Ҫак пахалӑхсем пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухма пуҫланӑ чухне уйрӑмах кирлӗ. Ҫамрӑк чухне яшсемпе хӗрсем валли пин-пин ҫул уҫӑ, анчах та вӗсенчен пӗрне ҫеҫ суйламалла – тӗрӗссине.
Раççей çамрӑкĕсен кунне пирӗн округра анлӑ уявлама палӑртнӑ. Уяв мероприятийӗ ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Улӑп» спорт комплексӗ умӗнчи лапамра иртет. Программа интереслӗ.
– 18 сехетре «Озон» пултарулӑх аталанӑвӗн центрӗн отчетлӑ концерчӗ пулать.
– 19 сехет те 40 минутра Ҫамрӑксен кунне халалланӑ уява официаллӑ майпа уҫни.
– 20 сехетре _ чӑваш эстрада артисчӗн Денис Павловӑн концерчӗ.
– 20 сехет те 30 минутра _ «кӑпӑклӑ каç».
– 21 сехетре ташă каçĕ пуçланать.
Ҫавӑн пекех уяв вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ăсталăх класĕ ӗҫлĕ, ятарлă илемлĕ вырăнсенче сӑн ӳкерӗнме пулĕ.
Палӑртма кӑмӑллӑ, ҫуллахи уяв республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнӑ «Чăваш Енри хавас çу кунĕсем» проект шайĕнче иртет.

Йӗркелӳ комитечӗ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *