Ку каçа «​пуян каç» те​нĕ

Çĕ​нĕ çул уяв​не ирт​те​рес йĕр​ке Пĕр​ре​мĕш Пе​тĕр пат​ша вă​хă​тĕн​че пуçлан​нă. 300 çул ыт​ла пи​рĕн çĕр​шыв​ра çак уя​ва пал​лă тă​ваççĕ. Мал​тан хыр е чă​рăш йы​вăççи​не тет​те​сем​пе илем​лет​мен. Кай​ран ту​рат​сем çи​не кан​фет​сем, конверт​сем, пан ул​ми​сем​пе пу​ка​не​сем çак​ма ты​тăн​нă.

Çак асам​лă ку​на çам​рăк​сем, ача​сем çав те​ри кĕ​теççĕ. Эпĕ те ача пул​нă. Ну​май çул каял​ла Ча​ка​нар​ти пуç­ла​мăш шкул​та вĕ​ре​не​кен​се​не Юлия Ев​лампьев​на Ата​ма​но​ва учи​тель​ни​ца пур​не те пуçтар​чĕ. «А​ча​сем! Си​рĕн ча​сах ка​ни​кул пуç­ла​нать. Эсир ыран пур​те хит​ре тум​тир​пе ки​лĕр, пи​рĕн шку​ла Хĕл Му​чи çитет. Вăл си​ре пар​не​сем па​рать», – те​рĕ. Ки​ле кил​сен учи​тель сă​ма​хĕ​се​не ат​те​не ка​ла​рăм. Вăл ма​на ĕлĕк (​хăй ача чух​не) Çĕ​нĕ çу​ла мĕн​ле ирт​тер​ни çин​чен ка​ла​са па​чĕ.

…1910 çул​та 8 çул​хи Алек​сандр Анд​реев Ишек шкул​не вĕ​рен​ме кĕ​нĕ. Вĕ​рен​ме ил​нĕ​шĕн унăн çемйи чир​кÿ пуп​не пĕр вит​ре чăх çă​мар​ти па​нă. 1911 çу​ла шкул​та са​вă​нăç­лă кĕт​се ил​нĕ. Ишек чир​кĕ​вĕн свя​щен​ни​кĕ Д.Ф. Фи​ли​мо​нов ача​сем​пе чă​рăш йы​вăç­çи​не тет​те​сем​пе илем​лет​нĕ, ун тав​ра ут​са юрă​сем юр​ла​нă. Кай​ран ача​се​не пре​мĕк​сем​пе, мă​йăр​сем​пе, кан​фет​сем​пе хă​на​ла​нă.

Ча​ка​нар ялĕн ачи​сем Çĕ​нĕ çул уяв​не 1914 çул вĕ​çĕн​че уç­нă шкул​та кĕт​се ил​нĕ. Ре​во​лю​ци хыç­çăн уя​ва ирт​тер​ме пă​рах​нă. 1953 çу​ла ва​ра Çĕ​нĕ çу​ла кĕт​се ил​ме лес​ник ку​рич​чен Ыраш​пу​лăх вăр​ма​нĕн​чен пĕ​чĕк чă​рăш кас​са кил​нĕ ик​кен. Эпир – 4-​мĕш класс ачи​сем ел​кă​на илем​лет​рĕ​мĕр, шкул​та юр​ла​са-​таш​ла​са са​вăн​тă​мăр. Хĕл Му​чи пи​ре 4-​шар пре​мĕк, 5-​шер кан​фет пар​са тух​рĕ. Куч​че​неç­сем туян​ма ял сове​чĕ ук​çа уйăр​нă пул​нă. Кол​хоз прав​ле​ни​йĕ ача​сем вал​ли ятар​ла​са ку​ла​чă пĕ​çерт​тер​нĕ. Каш​ни ку​ла​чă​на 4 пая пай​ла​са ача​се​не ва​леçнĕ.

Ун чух​не уяв​ра Зи​на Вол​ко​ва таш​ла​са кă​тарт​рĕ, То​ня Ка​ли​ни​на юрă юр​ла​рĕ, Ли​за По​по​вă​па Зоя Плот​ни​ко​ва сă​вă​сем ву​ла​рĕç. Кай​ран тĕр​лĕ вă​йă​сем вы​ля​рă​мăр. Шкул​та урăх Çĕ​нĕ çул уяв​не ирт​тер​мен. 1961-​мĕш çул​та ял​та пы​сăк клуб ларт​рĕç. Çĕ​нĕ клуб​ра кол​хоз пред​се​да​те​лĕ Ан​на Ва​сильев​на Ва​силье​ва çам​рăк​сем вал​ли пы​сăк уяв ирт​тер​чĕ. Çа​кăн хыç­çăн ял​та каш​ни çу​лах Çĕ​нĕ çул уяв​не ирт​тер​ме пуçла​рĕç.

Ха​лĕ Çĕ​нĕ çул ĕл​ки​не элект​ро​лам​пă​сем​пе, гир​лян​дă​сем​пе, тĕр​лĕ тĕс​пе çу​та​ла​кан тет​те​сем​пе илем​ле​теççĕ. Çĕ​нĕ çул каç­не «​пуян каç» те​нĕ. Уяв ячĕ​пе ха​тĕр​ле​нĕ сĕ​тел çин​че тем тĕр​лĕ çи​мĕç те пул​нă. Çĕ​нĕ çул каç­не пуян сĕ​тел​пе кĕт​се ил​сен ки​лес çул çа​вăн пек ту​лăх​лă пу​лĕ те​нĕ çын​сем. Çав йă​ла-​йĕр​ке ха​лĕ те сых​лан​са юл​нă. Çĕ​нĕ çул каç­хи​не эпир тă​ван​сем​пе пу​хă​нат​пăр, Кремль куран​чĕ​сем 12 хут янă​ра​сан пĕр-​пĕр​не уяв​па са​лам​лат​пăр, ну​май çул пу​рăн​ма, сыв​лăх​па пур​лăх сĕ​нет​пĕр.

А​НА​ТО​ЛИЙ ЛЕ​ПИН, ​ЧА​КА​НАР

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости