Ленинграда блокадăран ирĕке кăларнăранпа 81 çул çитнĕ май республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне Галина Лукьяновăна (Щербаковăна) саламларĕ.
Галина Борисовна 1938 çулта Ленинградра çуралнă. Ĕç ветеранĕ, 3 ушкăн инваличĕ. Паян Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Ăна «Блокадăри Ленинградра пурăннă çынна» медальпе наградăланă.
Вăрçă пуçланнă чухне пĕчĕк Галя виççĕ те тултарайман. Ашшĕ фронтра хыпарсăр çухалнă, амăшĕ выçăпа вилнĕ. Тăваттăрискер вара ача çуртне лекнĕ, каярахпа ăна Владимир облаçне эвакуациленĕ. Галина Борисовна няня пăтă илсе килсе кашни ачана ывăç çине хурса панине астăвать. Тата – чей ĕçме пĕчĕкскерсене икшер канфет панине. Никам та ытларах канфет илмен, мĕншĕн тесен пĕри ытларах илсен теприн валли çитмессине лайăх ăнланнă.
Хĕрачана ăннă темелле – ăна пĕччен хĕрарăм, Анна Константиновна ятлăскер, усрава илнĕ. Шкул хыççăн Галина педучилищĕрен вĕренсе тухнă, кайран Вязники хулинчи «Париж коммуни» фабрикăра ĕçленĕ. Унтан Кăркăсстанра пурăннă, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи комсомол стройкисене çитнĕ. Çĕнĕ Шупашкара упăшкипе пĕрле Шупашкар ГЭСне тума 1975 çулта килнĕ, инструментальщикра ĕçленĕ.
Мăшăрĕ çĕре кĕнĕ ĕнтĕ, унпа пĕрле икĕ ача çитĕнтернĕ. Паян унăн 4 мăнук, ачисен 7 мăнукĕ. Пĕччен пурăнать пулин те – тимлĕхсĕр мар. Çывăх çыннисем яланах пулăшма хатĕр. Вăл çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Çĕнĕ Шупашкарти организацийĕн хастар членĕ шутланать – пĕчченлĕхе туймасть.
Олег Николаев ăна паллă кун ячĕпе саламларĕ. Регион ертÿçи хăнана пушă алăпа килмен – çурăм ăшши парнелерĕ. Тата – награда: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа кăларнă медаль. Олег Алексеевич Галина Борисовнăна вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх сунчĕ.
Николай КОНОВАЛОВ