Çав çулсем манăçмаççĕ

АСТĂВĂМ

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 36 çул çитрĕ. Вунă çула (1979-1989) тăсăлнă вăрçăра унăн вут-çулăмĕ витĕр миллион ытла çын тухнă, 15 пин салтак пуçне хунă. Чăваш Енрен унта тăватă пин çурă салтак пулнă, 119-шĕ каялла таврăнайман. Шупашкар тăрăхĕ хаяр вăрçăра 8 каччăна çухатнă.
Çĕршыв пурнăçĕнчи çак синкерлĕ тапхăр манăçа тухмасть, вăл халĕ те чикĕ леш енче çапăçнă ветерансене, унтан таврăнайман салтаксен ашшĕ-амăшне, çывăх çыннисене хăй çинчен аса илтерсех тăрать. Кашни çулах нарăс уйăхĕнче çак кунсенчсе Афган вăрçине хутшăннă салтаксем пĕрле пухăнаççĕ, тĕлпулусене хутшăнаççĕ, паттăрлăх урокĕсем ирттереççĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости