АСЛĂ ÇĔНТЕРŸ: 80 ÇУЛ
Ҫак кунсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çĕнтернĕренпе 80 ҫул ҫитнӗ ятпа хисепленсе тӑракан медальпе Явӑш ялӗнче пурӑнакан Тамара Алешинӑна та чысланӑ. Вӑл та мӗн пӗчӗкренех ӗҫпе яваплӑха туйса ҫитӗннӗ. Вӑрҫӑ тапхӑрӗсене тӳсӗмлӗн чӑтса ирттернӗ, йывӑрлӑхсем умӗнче пуҫа усман.
Тамара Порфирьевна ача чухнех велоспорта кӑмӑлланӑ. Ҫитӗнсе ҫитсен пӗтӗм Совет Союзӗн ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ. Велочупура РСФСР чемпионки пулса тӑнӑ.
Çамрăк ăрушăн – тĕслĕх шайĕнче
