ХĔРАРĂМСЕН КАНАШĔНЧЕ
Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕ пултаруллă, ĕçре малта пыракан, хисеплĕ, халăхра ырă ят çĕнсе илнĕ çынсене пĕрлештерсе тăрать. Кунта 17 территори уйрăмĕн тата отрасльсенчи 3 канашăн пайташĕсем кĕреççĕ.
Хĕрарăмсен юхăмĕ республикăри тата округри влаç тытăмĕпе пĕр çул-йĕрпе пырать, общество пурнăçне хастар хутшăнать, ачасемпе çамрăксене патриотла воспитани парассине, çемьесене упраса хăварассине, амăшĕсемпе ачасене, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене, вĕсен çывăх çыннисене пулăшу парассине пысăк тимлĕх уйăрать. Нумаях пулмасть хĕрарăмсен Шупашкар тăрăхĕнчи пĕрлешĕвĕ иртнĕ çулхи ĕçсен пĕтĕмлетрĕ. Пухăннисене унпа пĕрлĕхе пĕлтĕрхи пуш уйăхĕнчен пуçласа ертсе пыракан Наталия Ердукова паллаштарнă.
Çемье хаклăхĕ – тĕп вырăнта
