Çивĕч ыйту

Çак кунсенче редакци почтине çакăн пек çыру килчĕ.
«Хисеплĕ «Тăван Ен» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем!
Хальхи вăхăтра халăха хумхантаракан ыйтусем тупăнсах пыраççĕ. Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче пĕрлехи информаци кунĕнче чылай ыйтăва сÿтсе яврĕç. Пире, Кÿкеç поселокĕнче çуралса ÿснĕ ватăсене (эпир 60 çул урлă каçнисем), акă мĕн пăшăрхантарать. Кÿкеç масарĕ тулчĕ ĕнтĕ, ăна аслăлатасси пирки ниçта та нимĕнле хыпар та çук. Каллех 2019-2020 çулсенчи пек çынна пытармалли вырăн шыраса Иккасси тăрăх çÿремелле пулать-ши? Хăш-пĕр пуçлăх вилнĕ çын ÿтне кĕçех çунтарма пуçлассине калать. Пур халăх та çунтарма килĕшĕ-ши? Масар кирлех. Поселокĕ ÿссех пырать. Çак ыйтăва вырăнти влаçсем, депутатсем татса парасса шанатпăр, кĕтетпĕр.
Пурне те ĕçре ăнăçу сунса Кÿкеçри ватăсен ячĕпе Валя аппа».

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости