Çур ĕмĕр ытла юратупа шанчăклăхра

Пирĕн йышра пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утса тухнă мăшăр сахал мар. Вĕсен кун-çулĕ тÿрремĕнех шанчăклăхпа, юратупа, ăнланупа çыхăннă. Тури Макаçра пурăнакан Зоя Ефремовнăпа Петр Леонтьевич хальхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Январĕн 21-мĕшĕнче Дивликеевсем изумруд туйне паллă турĕç.

«Турă çырни хапха умне килет», – теççĕ халăхра. Зоя Ефремовнăпа Петр Леонтьевичăн та пурнăçра çапла пулса тухнă. «Эпĕ Шупашкарта уйрăм хваттерте 10 хĕрпе пĕрле пурăннă, черетпелле хваттере тирпейленĕ. Кил хуçи ватă çын пулнă. Çав кун манăн дежурство çитнĕччĕ: урай çуса тасатнă хыççăн таса мар шыва тăкма тухрăм кăна мана хирĕç пĕр çамрăк кĕчĕ. Вăл пирĕн килте пурăнаканăн тăванĕ пулнă. Çав каччă манăн ĕмĕр ĕмĕрлемелли çын пулса тăчĕ», – пĕр-пĕринпе паллашни çинчен каласа пачĕ Зоя Ефремовна. Ун чухне вăл 20-ре пулнă, Петр Леонтьевич – 24-ра. Çемье çавăриччен тăватă уйăх çеç çÿренĕ вĕсем. Апла пулин те çак кĕске тапхăртах пĕр-пĕрне лайăх пĕлсе çитнĕ.

Пĕрле пурăннă çулсене Зоя Ефремовна лайăххипе кăна асăнать. «Яланах ĕçе пĕрле тунă, нихăçан та ку санăн, ку манăн тесе пайламан. Çемьере килĕшÿ пулсан пĕтĕм йывăрлăха чăтса ирттерме пулать», – тет Зоя Ефремовна.

Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн юбилярсем ӗҫ отличникĕн паллисене, «Ĕҫ ветеранӗ» ята тивĕçнĕ. Çемье пуçĕ – Петр Леонтьевич – Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче, унтан нумай çул «Химпромра» тăрăшнă, ахаль слесарьтен цех мастерне çитнĕ. Çемье вучахне упракан – Зоя Ефремовна – 20 çул суту-илÿ сферинче вăй хунă: малтан кĕçĕн сутуçăра, унтан лавкка заведующийĕнче тăрăшнă. Пĕр вăхăт «Чувашкабель» заводра изолировщикре,Тури Макаçри клуб заведующийĕнче ĕçленĕ.

Халӗ мăшăр тивӗҫлӗ канура, общество ĕçĕсене хастар хутшăнаççĕ. Вĕсене пĕлекенсем сума сăваççĕ, юратаҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ. Дивликеевсем хĕрпе ывăла ура çине тăратнă. Халĕ вĕсен тăватă мăнук çитĕнет, вĕсем çывăх çыннисене час-часах пулăшма килеççĕ.

Юлия Иванова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости