Çыр​ма​пуçсем – чи вăй​ли​сем

Сен​тяб​рĕн 20-​мĕ​шĕн​че Кÿ​кеç ста​дио​нĕн​че Шу​паш​кар ра​йо​нĕн фут​бол чем​пио​на​чĕн фи​на​лĕн​че Çыр​ма​пуç ял тă​рă​хĕн​чи «Чи​ка​го» ко​ман​ди​пе Шĕ​нер​пуç ял тă​рă​хĕн​чи «Во​ля» ко​ман​ди ыл​тăн ме​даль​шĕн кĕ​реш​рĕç.
Пĕр​ре​мĕш та​йм​ра икĕ ко​ман​да та та​пăн​са вы​ля​са хап​ха​на ме​чĕк пер​се кĕр​тес​си​шĕн ава​нах тар юх​тар​чĕç. Тă​рăш​ни ха​ра​ма кай​ма​рĕ: кă​çал çеç шкул пĕ​тер​нĕ яш​сем, Ми​хаил Пуш​ков («Во​ля») та​та Ни​ки​та Ни​ки​фо​ров («Чи​ка​го»), пĕр​шер ме​чĕк хап​ха​се​не тап​са кĕрт​ме пул​тар​чĕç. Ик​кĕ​мĕш тап​хăр​та кĕ​ре​шÿ çи​вĕч​лен​сех пы​чĕ, ко​ман​дă​сем па​рăн​ма вас​ка​ма​рĕç. Вăр-​вар​та​рах​хи​сем хи​рĕç вы​ля​кан​се​не тĕк​ке​ле​ме те, сис​мен ху​шă​ра ура ху​ма та май туп​ни​не па​лăрт​мал​ла. Чă​ваш Рес​пуб​ли​кин фут​бол Фе​де​ра​ци​йĕн судйи Вя​чес​лав Же​ва​лю​ков – хăй вă​хă​тĕн​че вăл Шу​паш​кар​ти «Вол​га» ко​ман​дă​ра вы​ля​са 1993 çул​та спорт мас​те​рĕн кан​ди​да​чĕн ят​не ти​вĕç­нĕ, Анд​рей Крас​ны​ха, Алек​сандр Ни​ко​лае​ва – «Чи​ка​го» та​та «Во​ля» фут​бо​лис​чĕ​се​не, Павел​па Мак​сим Алек​санд​ров​се​не, асăр​хат​тар​са са​рă кар​точ​кă​сем кă​тарт​рĕ. Па​лăрт​нă вă​хăт​ра ăмăр​ту ни​кам çĕн​те​рей​мен​ни​пе вĕç­лен​нĕ пир​ки судья каш​ни ко​ман​дă​на 5-​шер пе​наль​ти вал​ли ирĕк па​чĕ. Халь​хин​че те 3:3 шут пул​чĕ. Ма​лал​ла ăмăр​ту йĕр​ки​пе кам кĕр​тет – ​çав çĕн​те​рет. Ми​хаил Пуш​ков («Во​ля») тап​сан ме​чĕ​ке кĕ​ме хап​ха юпи чăр​ман​тар​чĕ. Че​рет Чă​ваш Рес​пуб​ли​кин чем​пио​нĕ Ев​ге​ний Ма​май​кин пат​не çит​рĕ. Вăл лăп​кăн та хул​лен чуп​са пыр​са ме​чĕ​ке су​ла​хай юпа пат​нел​ле тап​нă пек ту​рĕ, ун​тан пÿс​ке​не юпан сыл​тăм​ри аял​ти кĕ​тес​си​не вир​хĕн​тер​чĕ. Çак гол «Чи​ка​го»​ ко​ман​ди чем​пион ят​не çĕн​тер​се ил​ни​не пĕл​тер​чĕ.

«У​лăп» спорт​па сыв​лăх цент​рĕн ди​рек​то​рĕн çу​мĕ Павел Цвет​ков ерт​се пы​ра​кан ко​мис​си çĕн​те​рÿ​çĕ​се​не дип​лом​сем та​та ме​даль​сем пар​са чыс​ла​рĕ. Ăмăр​ту​ри чи ла​йăх хап​ха​çă ят​не Рус​лан Ск​вор​цов, чи ну​май ме​чĕк тап​са кĕр​те​ке​нĕн​не – Ва​ле​рий Тун​гу​лов ти​вĕç­рĕç. «Пă​хăр» ме​даль​се​не Апаш​па Ту​тар​кас​си ял тă​рă​хĕ​сен ко​ман​ди​сем çĕн​се ил​чĕç.

НИ​КО​ЛАЙ ПЛА​ТО​НОВ, ШОРК​КА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости