Çул са​раççĕ атăлъял​сем

Сен​тяб​рĕн 19-​мĕ​шĕн​че, Атăлъял ялĕн​чи клуб па​тĕн​чен пуç­ла​са Ры​бац​кий урам та​ран çул ту​ма пуç­ла​рĕç. Унăн тăрш​шĕ 750 метр пу​лать. Çул тă​вас ĕç­се​не ял​та пу​рă​на​кан Сер​гей Бо​ри​сов ерт​се пы​рать. Чи мал​та​нах çыр​ма ур​лă ка​çа​кан çу​ла 2 экс​ка​ва​тор​па 40 см та​ран чав​са та​рăн​лат​рĕç. Экс​ка​ва​тор​сем çин​че пи​рĕн ра​йон çын​ни​се​мех тă​рă​шаç­çĕ: Çĕньял​ти Ни​ко​лай Ту​ма​кин​па Мит​ро​фан​кас​син​чи Алек​сандр Его​ров (​сăн ÿкер​чĕк​ре). Те​пĕр кун​не хă​ват​лă КамАЗ​па Шу​паш​кар кач​чи​сем – Ми​хаил Ко​ро​лев​па Се​мен Г​ри​горьев – çул çи​не хă​йăр турт​тар​чĕç. Пĕ​тĕм​пе 32 ма​ши​на та​ран пул​чĕ. Сен​тяб​рĕн 22-​мĕ​шĕн​че хă​йăр ку​пи​се​не тан​лаш​тар​са çул çи​не сар​чĕç. Ун хыç­çăн вак чул​па гра​вий сар​са яка​тас​шăн çул тă​ва​кан​сем. Ма​лал​ла çул тă​вас ĕç­сем урам хуш​ши​не ку​çаç­çĕ. Çан​та​лăк уяр тă​рас​са, çу​ла вă​хăт​ра ту​са пĕ​тер​се ху​та ярас​са чă​тăм​сăр​рăн кĕ​теç­çĕ пи​рĕн урам çын​ни​сем.

НИ​КО​ЛАЙ ВАСИЛЬЕВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости