Çуртсен шăпи кулянтарать

Пире, Кÿкеçри «Шоссейная» урамри 4, 6, 8, 10, 12, 14-мĕш çуртсенче пурăнакансене, асăннă çуртсен шăпи пăшăрхантарать. Вĕсем, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче тунăскерсем, паянхи пурнăç условийĕсемпе – санитари требованийĕсемпе, пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе тата ыттипе те – килĕшсе тăмаççĕ, вентиляци тытăмĕ çук, çавăнпа та сывлăш нÿрĕлĕхĕ пысăк, М7 трассăпа юнашар вырнаçнăран вибраци тата шăв-шав виçи палăртнă шайран пысăк. Çитес вăхăтра асăннă çуртсенче мĕнле те пулин ырă улшăну пулĕ-ши? Тен, унта пурăнакансене урăх çуртсене куçарма палăртаççĕ?

«Шоссейная» урамра пурăнакансем, Кÿкеç

Андрей МИХАЙЛОВ, Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ:

– Паянхи кун тĕлне асăннă çуртсене авариллĕ тесе йышăнман. Çапла йышăну кăлармашкăн Роспотребнадзор органĕ (шăпах вăл шăв-шав виçи ытларах пулнине палăртнă) тунă пĕтĕмлетÿ кăна çителĕксĕр. Ятарлă комисси пăхса тухсан кăна çуртсем мĕн чухлĕ юхăннине, кивелнине палăртма пултарать. Тĕрĕслев ирттерме вара хваттер хуçисем экспертсене тытса строительствăпа техника экспертизи ирттермелле.

Ял тăрăх администрацийĕ енчен вара çакна калама пултаратăп: «Шоссейная» урамри 4,6-мĕш çуртсенче вентиляци тытăмĕ валли проект тума тата ĕçсене ирттермешкĕн 2016 çулхи ял тăрăх бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма планласшăн.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости