Çутăсăр тĕнче пĕтет тейĕн

Хăть мĕн калăр та, çутă сÿнсе ларсан тĕнче пĕтнĕ пекех туйăнать хальхи вăхăтра. Асатте-асаннесем лампăпа, çуртапа пурăнни пирĕншĕн ют кăна мар, тискер те. Çавăнпах ĕнтĕ электричество пĕтсе ларсанах чан çапма пуçлатпăр – унта-кунта шăнкăравлатпăр, пулăшу ыйтатпăр.

Çавăн чухне кăна энергетиксен ĕçĕ мĕн тери пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ пулнине туйса илетпĕр. Тĕрĕс, вĕсен ĕçĕ кирлĕ те, яваплă та. «Теплоэнергосеть» ООО – Шупашкар район халăхĕ усă куракан электричество сечĕсене пăхса тăракан организацисенчен пĕри. Темиçе çул ĕнтĕ вăл çак тивĕçе пурнăçлать – çынсене пахалăхлă электроэнергипе пĕр чăрмавсăр тивĕçтерессипе тăрăшать.

Предприяти Çĕнĕ Тутаркассинчи, Коснарти, Çĕнĕ Тренккассинчи, Ахтанайри, Кÿкеçри, Çĕньялти, Ишлейри, Станъялĕнчи, Вăрманкассинчи санаторири пурĕ 22 км ытла тăршшĕ сывлăшри электролинисене, 10 км ытла кабель линийĕсене, 34 трансформатор подстанцине пăхса-юсаса тăрать.

– Чи кирли – электричество энергине унпа усă куракансем патне чи пĕчĕк çухатупа çитересси, – палăртать «Теплоэнергосеть» ООО директорĕ Николай Елагин. Асăннă çухатăва чи пĕчĕк кăтартăва çитерес тĕллевпе асăннă организацире кунсеренех ĕçлеççĕ, ахаль çеç мар, ăнăçлă ĕçлеççĕ. Акă статистикăнах илер, сăмахран, 2009 çулта çухату 14,2% танлашнă пулсан çулсерен вăл чакса пырса 2015 çулта 8,25% çитнĕ, урăхла каласан, нормативран (10,28%) та сахалрах. Паллах, çакă энергетиксен çитĕнĕвĕ. Кунта пĕр шухăшлă пулса тăрăшни пĕлтерĕшлĕ – кивелнĕ электрооборудованисене вăхăтра улăштарни, шута илекен приборсене яланах тĕрĕслесе тăни, электроэнергипе усă куракансене контрольлени.

Пăхса тĕрĕслесе тăнисĕр пуçне энергетиксем электроэнерги сечĕсем çумне çĕнĕ потребительсене çыхăнтарассипе те тимлеççĕ. Çулсерен ял-салари 20-25 çурта, 2-3 юридици сăпатне сыпăнтараççĕ. Кунсăр пуçне тата вĕсен документаци туса пымалла, уйăхсерен электроэнергие шута илмелле тата ытти те.

Энергетиксен кулленхи тăнăçлăхне мĕн пăсать-ха? Тĕрĕс, чрезвычайлă лару-тăру – асар-писер çил-тăман, ураран ÿкерекен çил, вăйлă çумăр… Шăпах икĕ çул каяллахи кĕркуннехи пăрлă çумăра аса илчĕ те Николай Елагин калаçса ларнă май. Ун чухнехи çут çанталăк синкерĕ энергетиксен çирĕплĕхне чăннипех тĕрĕсленĕ. Тĕрĕсленĕ кăна, хуçайман вĕсене – пур те кар! тăрса кăлтăксене пĕтерме, çынсене хăвăртах çутăпа тивĕçтерме васканă. «Эрне киле каяймарăм», – тет директор йывăр вăхăтсем паян та куç умĕнче пулнине палăртса. Унпа пĕрлех, паллах, хăйсен ĕçне чунтан парăннă энергетиксем тăрăшнă, тăрăшаççĕ те. Акă вĕсем – С. Егоров тĕп энергетик, А. Миронов инженер-энергетик, Н. Мурылева участок пуçлăхĕ, В. Григорьев, С. Илларионов, В. Константинов, И. Викторов, Ю. Кудряшов электромонтерсем.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости