Сентябрĕн 20-мĕшĕнче Кÿкеç стадионĕнче Шупашкар районĕн футбол чемпионачĕн финалĕнче Çырмапуç ял тăрăхĕнчи «Чикаго» командипе Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчи «Воля» команди ылтăн медальшĕн кĕрешрĕç.
Пĕрремĕш таймра икĕ команда та тапăнса выляса хапхана мечĕк персе кĕртессишĕн аванах тар юхтарчĕç. Тăрăшни харама каймарĕ: кăçал çеç шкул пĕтернĕ яшсем, Михаил Пушков («Воля») тата Никита Никифоров («Чикаго»), пĕршер мечĕк хапхасене тапса кĕртме пултарчĕç. Иккĕмĕш тапхăрта кĕрешÿ çивĕчленсех пычĕ, командăсем парăнма васкамарĕç. Вăр-вартараххисем хирĕç вылякансене тĕккелеме те, сисмен хушăра ура хума та май тупнине палăртмалла. Чăваш Республикин футбол Федерацийĕн судйи Вячеслав Жевалюков – хăй вăхăтĕнче вăл Шупашкарти «Волга» командăра выляса 1993 çулта спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ, Андрей Красныха, Александр Николаева – «Чикаго» тата «Воля» футболисчĕсене, Павелпа Максим Александровсене, асăрхаттарса сарă карточкăсем кăтартрĕ. Палăртнă вăхăтра ăмăрту никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ пирки судья кашни командăна 5-шер пенальти валли ирĕк пачĕ. Хальхинче те 3:3 шут пулчĕ. Малалла ăмăрту йĕркипе кам кĕртет – çав çĕнтерет. Михаил Пушков («Воля») тапсан мечĕке кĕме хапха юпи чăрмантарчĕ. Черет Чăваш Республикин чемпионĕ Евгений Мамайкин патне çитрĕ. Вăл лăпкăн та хуллен чупса пырса мечĕке сулахай юпа патнелле тапнă пек турĕ, унтан пÿскене юпан сылтăмри аялти кĕтессине вирхĕнтерчĕ. Çак гол «Чикаго» команди чемпион ятне çĕнтерсе илнине пĕлтерчĕ.
«Улăп» спортпа сывлăх центрĕн директорĕн çумĕ Павел Цветков ертсе пыракан комисси çĕнтерÿçĕсене дипломсем тата медальсем парса чысларĕ. Ăмăртури чи лайăх хапхаçă ятне Руслан Скворцов, чи нумай мечĕк тапса кĕртекенĕнне – Валерий Тунгулов тивĕçрĕç. «Пăхăр» медальсене Апашпа Тутаркасси ял тăрăхĕсен командисем çĕнсе илчĕç.
НИКОЛАЙ ПЛАТОНОВ, ШОРККА