Çăкăр илмелĕх

Пĕр карчăк патне кÿршĕ карчăкки кĕнĕ.

– Хăçан кĕреп сан пата, пĕрмай мĕн те пулин тăватăн. Канса ил кăштах, каллех кĕнчеле арлать. Арлать те арлать, арлать те арлать. Пÿрнÿ епле чăтать? Шăтман-и вăл сан?

– Ма шăттăр вăл? Яп-яка, ĕçсĕр лараймастпăр çав, хам та, старик те.

– Пĕтĕм ял сурăх çăмĕ сирĕн алă витĕр тухать. Старикку çăм атă йăвалать, эсĕ çип арлатăн, çыхатăн. Пĕтĕм ял тĕлĕнет. Мĕнле ĕлкĕретĕр тульккăш? Мĕн тума кирлĕ çавăн чухлĕ вăй тăкма? Ватăлнă ĕнтĕ, канăр. Пенси илетĕр, çăм атă сутса, алсиш-нуски сутса укçа тăватăр. Ăçта кайса чикетĕр укçăра?

– Пуррине чикме пулĕ-ха. Пурри çукки мар. Укçашăн çеç-им, ĕçсĕр ларма хăнăхман.

– Кан-ха, кан, чарăн йĕкÿне çавăрма, тирсе хур-ха, аллуна кантар.

– Йĕки мана санпа калаçма пĕрре те кансĕрлемест. Сана мĕн, пенсиччен каллех кивçен кирлĕ-и?

– Ăçтан пĕлетĕн?

– Ку таранччен пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ…

– Паратăн-и?

– Мĕн чухлĕ кирлĕ?

– Пĕр ик çĕр тенкĕ пулсан аванччĕ.

– Пăхам-ха çырса хунине. Эсĕ иртнĕ уйăхрине те парса татман та…

– Аха çав, татаймарăм. Хĕр килчĕ те пенсие ыйтсах илсе тухса кайрĕ. Хам хĕре мĕнле парас мар? Амăшĕнчен ыйтмасан камран ыйттăр? Ăна кирлĕрех. Мана нумай кирлĕ-им? Сана шансах парса ятăм. Эс пур чухне выçса вилместĕп-ха.

– Ĕçлес пулать.

– Ĕмĕрĕпе ĕçленĕ, ватлăхра канас пулать.

– Çĕрулми лартса ÿстеретĕн, сысна та, хур-кăвакал та тытмастăн. Ма сысна çури илсе ярас мар? Ил те ÿсте-ер. Ĕçĕ те, какайĕ те пулать.

– Ман сурăх та тытас килмест, ну, какайне юрататăп. Ăна та пулин ачасем килсе пусса каяççĕ. Ман тем çисе пурăнмалла? Юрать-ха ман валли пуçĕпе урисене тасатса парса хăвараççĕ. Хăвăрт пĕçермелли апат илсе килсе тултараççĕ те вара, вĕретсе çикелетĕп. Пырать мана, карчăка.

– Апат пĕçерме кахалланатăн та…

– Пĕччен апат анмасть. Турăх ярса памастăн-и? Тем, турăх ĕçес килнĕ пек…

– Ярса паратăп. Ав çĕрулми шуратса çи, шурат та çи. Çăкăрне касса паратăп. Кай-кай-кай-кай, ирпе пит çумастăн-им? Аллу хура…

– Йăраланса тăратăп та, тула тухса кĕретĕп те, каллех выртатăп, пит çума та манса каятăп. Пичкери çумăр шывĕпе йĕпенкелесе илетĕп хăш чухне.

– Чăлана ирт, ална çу, лар. Ак, шурат та турăхпа сыпса çи. Сивĕнме ĕлкĕреймен-ха, газне тин çеç сÿнтертĕм.

– Э-эй, эс пур чухне выçса вилместĕп-ха.

– Чăмла.

– Пĕрле ла-ар, ка-ан…

– Ларса илес-и вара? Çĕрулмине кăнтăрлахи апат тума, ăшалама шуратам-ха. Пĕçернĕ улмана ăшаланине старик юратать.

– Сысна какайĕпе ăшалатăн ĕнтĕ, ту-утлă пулать.

– Арçын какайсăр апат çиесшĕнех мар çав.

– Старикку мунчарах ĕнтĕ, кăçат йăваласах ватăлса ларчĕ. Йăвала-ха, тÿнкке-ха çав шăршлă çăма. Куçĕ те çавăнпах юхать ун. Шăрш вăл куçа та кĕрет-ха та. Ху та пĕрмай куçна шăлатăн.

– Эмел яма манса кайнă. Вăхăтра ярса тăрсан чиперех.

– Чарăна-асчĕ, кана-асчĕ, муритлене-еççĕ.

– Эс ху кахал та, çын ĕçленине юратмастăн.

– Эп сире хĕрхенсе калатăп.

– Хăвна хĕрхен-ха, килрен-киле кĕре-кĕре апатланма намăсланмастăн-и?

– Иййа-а…Сан çĕрулми ăшаламасăр та тутлă, питĕ тутлă. Аншарли антармастăн-и?

– Мĕн тесе ĕçтерсе лармалла вара сана кăнтăр кунĕнче? Çырла-ах, апат çитернипе çырлах.

– Иййа-а… Турăху та тутлă, çăра-а… Хăшĕсен шĕве-ек вара, сан питĕ тутлă.

– Пулчĕ-и? Тăрантăн-и?

– Укçине пар ара. Парса тататăп, ан хăра, вилме шухăшламастăп. Пенси киле-ет.

– Кивçенсене парса татас пулать.  Акă, ил, чик, ан çухат.

– Çăкăр илмелĕх пултăр. Сахăр илмеллеччĕ те пĕр виçĕ-тăватă кило… Тепĕр çĕр тенкĕ хушаймастăн-и?

– Аншарли лартасшăн-и?

– Ий-йа. Шăм-шака çемçетме, ий-йа. Пар ĕнтĕ.

– Хушас-и вара?

– Пар ĕнтĕ, эс памасан кам парать? Ялта ытлашши укçа никамăн та çук.

– Ял халăхĕ укçасăрах мар-ха. Ĕçлет, сан пекки сахал. Ме, чик.

– Пулчĕ, кайрăм. Эс ларах кĕнчелÿне пĕтĕрсе, лар, ĕçле те ĕçле, ĕçле те ĕçле. Эп лавккана чуптаратăп. Аха, кайрăм.

– Юрĕ эппин.

– Турăхне лăнкăртаттарса ĕçес килет, тепĕр стакан ярса памастăн-и?

Пурпĕр сыснуна çитерсе яран, ан хыт, э-э…

– Ĕç ара тăраниччен, ĕç, хăвах ярса ил. Кăнтăрлахи, каçхи апат туса кай. Çĕрулми нумай, пурне те çитет. Паянлăха ыйткаласа ан çÿре.

– О-ой, эс пулса-ан, эс пулсан эп выçă вилме-ес… Ара, панине ма илес ма-ар?  Янине ма сыпас ма-ар? О-ой, лайăх анать, ой, лайă-ăх…  Пулчĕ. Хырăм пакăртатса илчĕ, савăнчĕ пуль, ту-улчĕ, аха-а… Юрĕ, каяс пуль, шампа хырăма силлесе. Хырăм, пăх-ха, кур, мĕнле хăпарса кайрĕ. Пакăртаттăрах…

– Каян-тăк, кай, чармастăп.

– Мĕн тумаллине турăм. Кайрăм, кайрăм…

 

Светлана АСАМАТ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости