Шкул корреспонденчĕ

Ишесси – манăн хобби

Эпĕ Янăшри вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренетĕп. Мĕн астăвасса эпĕ аттепе пахча хыҫĕнчи кӳлле шыва кĕме ҫӳренĕ. Ишме те ҫавăнтах вĕреннĕ. Шел те, ҫу кунĕсем ҫав тери кĕске. Виçĕ уйăх…

Пирĕн тăрăхри кайăк-кĕшĕк

Кунран-кун хĕвел ытларах та ытларах хĕртме пуçларĕ. Çанталӑк ӑшӑ. Пирĕн шкулти кашни ача вĕçен кайӑксене кĕтсе илме хатĕрленет. Вĕсем – пирĕн туссем. Вĕçен кайӑксене сыхласси – пирĕн тивĕç. Ахальтен мар…

Пирĕн «пысăк çурт»

«Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен», – çырнă чăваш поэзийĕн классикĕ К.В. Иванов. Чăн та, этем хăйĕн аллинче çĕрпе космос вăйне тытса тăрать темелле, анчах та çут çанталăк саккунĕсене…

Хăюллă разведчик

Манăн мăн асатте, Афанасий Григорьевич Григорьев, Лепетер ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тăрăн шкулĕнче 7 класс вĕренсе пĕтернĕ, пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пынă. Тăван колхозра вăй хунă, бригадир мĕнле ĕç хушнă…

Математикӑпа туслӑ

Пирӗн класра 5 ача. Эпир туслӑ пурӑнатпӑр. Пирӗн класс ертÿҫи, Татьяна Валентиновна Белова, математика предметне вӗрентет. Эпир ку предмета юрататпӑр. Кирилл Яргунинпа иксӗмӗр онлайн- олимпиадӑна хутшӑнтӑмӑр. Унăн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрах мана…

Çамрăк армеецсем вăй виçеççĕ

Пĕтĕм çĕршывĕпе оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕ пырать. Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа февралĕн 15-мĕшĕнче Чăрăшкассинчи Л. Пучков ячĕллĕ вăтам шкулта Владимир Петрович Елизаров вĕрентекен ертсе пынипе çамрăк армеецсен ăмăртăвĕсем иртрĕç. Вĕсене…

Кукăль шăршиллĕ киле васкатăп

Эпӗ иккӗмӗш класра вӗренетӗп. Ҫемье мӗн иккенне питӗ лайӑх ӑнланатӑп. Ҫемье вӑл – аттепе анне, асаттепе асанне тата виҫҫӗмӗш класра вӗренекен Ҫеруш пичче. Кашни кунах уроксем хыҫҫӑн тутлӑ кукӑль шӑрши…

Кайăксене – сырăшсем

Февральте хĕл çирĕпленсех пырать. Шартлама сивĕсем пурне те ăшă пÿртсене хăвалаççĕ, хÿтлĕх шыраттараççĕ. Чĕр чунсемшĕн вара сивĕ çанталăка чăтса ирттересси питех те йывăр. Уйрăмах кайăксем выçăпа аптăрама пултараççĕ. Ял çывăхĕнче,…

Эпир – преми хуçисем

Тăрăн шкулĕнче ăс пухакан ачасем вĕренÿре те, ытти ĕçре те хастар, çакна районта ирттерекен олимпиадăсем çирĕплетеççĕ. Унта кашни предметпах пирĕн шкул ачисем хăйсен ăс-хакăлне, тавракурăмне тĕрĕслеме хутшăнаççĕ. Çивĕч кĕрешÿре маттурсем…

Усăллă эрне

Пирĕн шкулта географи, биологи, хими предмечĕсен эрни иртрĕ. Унта ачасем çак предметсемпе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Тăххăрмĕшсем географи диктанчĕ çырчĕç. Марина Михайлова, Семен Семенов тата Наташа Игнатьева пуринчен те нумай балл…

Сообщить об опечатке

Текст, который будет отправлен нашим редакторам: