Çĕнтерÿшĕн çунаççĕ куçĕсем

Ĕнер тата паян Республика кунĕ шайĕнче районта ĕне сăвакансен тата выльăх-чĕрлĕхе искуствăлла майпа пĕтĕлентерекенсен конкурсĕ иртет. Хăнасене кăçал «Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО кĕтсе илчĕ.

Шупашкар районĕнче старт илнĕ

Сĕтлĕ выльăхпа ĕçлекенсен професси ăсталăхне, пĕлĕвне тата ĕç меслечĕсене лайăхлатасси, производство ăсталăхне тата çĕнĕ йышши технологисене усă курса ĕç пахалăхне хăпартасси, республикăри чи лайăх маçтăрсен опытне сарасси – акă мĕнлерех конкурсăн тĕллевĕсем. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕн çумĕ Надежда Гладкова, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев, ветеринарин патшалăх службин ертÿçи Сергей Скворцов тата ытти сумлă хăна килсе çитрĕ. Конкурса ирттерме асăннă хуçалăха суйласа илни ахальтен мар, «Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО сĕтлĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, пĕр ĕнерен сĕт суса илессипе ăнăçлă аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Директор çумĕ Евгения Беликова хуçалăхри ÿсĕмсемпе паллаштарнă май, кăçал сăвăм виçине 8500 кг çитерме палăртнине каларĕ. Паян кунта 1 ĕнерен кунне вăтамран 24 кг сĕт сăваççĕ.

Ял хуçалăх отраслĕн ветеранĕ Василий Шадриков конкурс историйĕ çинче чарăнса тăчĕ, вăл пĕрремĕш хут 1971 çулта Шупашкар районĕнче иртнине аса илтерчĕ.

9 çул – пăру пăхакансен ретĕнче

Конкурса районти ăмăртусен çĕнтерÿçисем – кашни муниципалитетран 2 çын – хутшăнчĕç. Мала тухакансем вара Мордва республикинче иртекен Пĕтĕм Раççейри тупăшура республика чысне çÿле çĕклессишĕн кĕрешĕç. Район чысне хÿтĕлекенсен йышĕнче – «Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО-ра ĕнесене пăрулаттармалли уйрăмра вăй хуракан Алена Шалдыкова. Хыркасси ялĕнче пурăнакан çамрăк ĕç шыраса аякка кайман, тăван килĕнчен инçе вырнаçман хуçалăхра вăй хума тытăннă. Унтанпа 9 çул иртнĕ. «Пăру пăхакан та, доярка та», – тет вăл хăйĕн пирки. Тин çеç çут тĕнчене килнĕ пĕчĕк çеç пăрусене ура çине çирĕп тăма пулăшнисĕр пуçне вăл ĕнесене пăрулаттарассипе те тимлет. Ĕнесене пăрулаттармалли уйрăмра сменăсемпе улшăнакан 3 доярка вăй хурать. Ĕнесем тĕрĕс-тĕкел пăруласси, пĕчĕк çеç пăрусем вăй илсе çитĕнесси ферма ĕçченĕсен тăрăшулăхĕнчен нумай килет.

«Пăрăва çут тĕнчене килсенех 20 минутранах амăшĕнчен уйăрса уйрăм бокса хупатпăр. Вăл 2 эрнене çитиччен унта пурăнать. Ăна 2 уйăх çурă тултаричченех ăшă сĕт, шыв, витаминсем паратпăр. Кăшт çитĕнсен ушкăн-ушкăн пĕрле хупса усратпăр. Ĕнене вара 3 кунтанах урăх витене, сĕт параканнисем патне куçаратпăр», – ĕçри хăш-пĕр самантсемпе паллаштарчĕ ферма ĕçченĕ.

Пĕрремĕш хут

Алена халиччен доярсен ăмăртăвне хутшăнса курман. Конкурс условийĕсемпе унăн ĕне сумалли аппарата сÿтсе пуçтармалла тата 3 ĕне сумалла пулать. Жюри членĕсем ĕçе мĕн вăхăтра тата тĕрĕс пурнăçланине кура хаклĕç. Ĕне сумалли аппарат ĕçре усă кураканнипе пĕрех, çавăнпа ăна парăнтарасси пирки иккĕленмест ферма ĕçченĕ. «Хупăлчине илмелле, кайран шлангне, пульсаторне сÿтмелле», – мĕн хыççăн мĕн пурнăçламаллине хăвăрттăн каласа тухрĕ Алена. Витери ĕнесене сусан аппаратсене çуса тасатасси кашни хуçалăхрах йăлана кĕнĕ, Алена та çакна тахçанах хăнăхса çитнĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансенчен кам мала тухас ĕмĕт-шухăшлă ан пултăр? Алена та унта хутшăнма тивĕçнĕшĕн, хăйĕн ăсталăхне республика конкурсĕнче тĕрĕслеме май килнĕшĕн хавас. Хăйĕн хумханăвне пытарма тăрăшсан та куçĕсенчи хĕлхем çĕнтерÿшĕн çуннине çирĕплетрĕ.

Сăмах май

Республикăра доярсен ăмăртăвĕ кăçал 37-мĕш, выльăх-чĕрлĕхе искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсен конкурсĕ 35-мĕш хут иртет.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости