Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Çĕнтерÿ» Раççей йĕркелÿ комитетĕнче çывăх вăхăтра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тĕл пуласси çинчен каланă. Çавна май вĕсене хумхантаракан ыйтусене татса пама май пулĕ.
Чăваш Енре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем сахаллăн юлнă. Вĕсем – пирĕн Геройсем, вĕсен паттăрлăхне пула эпир паян чĕрĕ-сывă, ирĕклĕ, вĕсене пула хамăрăн йăла-йĕркене пăхăнса пурăнма, çĕршывăмăра аталантарма, ачамăрсене воспитани парса ÿстерме пултаратпăр.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ветерансен пурăнмалли условийĕсене, тивĕçлĕ пулăшу мерисемпе усă курма пултарнине тишкермеллине палăртать. Çак тĕллевпе кашнин патне çитмелле, Геройсем хăйсене хăтлă туйма пултарччăр тесе тăрăшмалла.