Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр

Нарăсăн 15-мĕшĕнче Ишлей салинче «Ункă» спорт шкулĕнче пĕртăван Поручиковсене асăнса армреслинг енĕпе яшсемпе хĕрсен республикăри ăмăртăвĕ иртрĕ. Вăл ал вăйне виçекенсемшĕн çеç мар, курма пынисемшĕн те чăн-чăн уяв пулса тăчĕ.
Ăмăртăва Шупашкар, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕсенчен пурĕ 80 спортсмен хутшăнчĕ, тĕрлĕ виçеллĕ категорисенче лайăх кăтартусемшĕн тупăшса медаль çĕнсе илессишĕн тăрăшрĕ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости