Шупашкарти «университет» микрорайонта çĕнĕ шкул уçăлчĕ. савăнăçлă пулăма кунта пурăнакансем тахçантанпах кĕтнĕ.
1500 вырăнлă пĕлÿ çуртне 2022 çулта тума пуçланă. Ăна хута яма 1,4 миллиард тенкĕ тăкакланă. Шкула хальхи йышши вĕрентÿ хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Кунта ачасене аталанма кирли пĕтĕмпех пур: пысăк бассейн, икĕ спорт тата ташă залĕсем, робототехника класĕ, 6 информатика кабинечĕ. Ачасене пĕлÿ парассине çĕнĕ шкулта пĕчĕккĕн анлăлатса-йĕркелесе пыраççĕ. Нарăсăн 14-мĕшĕнче çĕнĕ шкулта пуç ламăш классем валли занятисем иртнĕ. Кун-та тĕрлĕ çул-йĕрпе пĕлÿ парĕç. Уйрăмах гуманитари наукисемпе технологи çине пусăм тăвĕç. Çавăн пекех вĕренекенсем спорт тата пултарулăх секцийĕсене çÿрĕç. Кашни ача пултарулăхне аталантарма пултарĕ.
Çĕнĕ шкул садикпа, Чăваш патшалăх универ ситечĕпе юнашарах вырнаçнă. Çакă ачасен профориентаци тытăмне аталантарма меллĕ.
Роза ВЛАСОВА