Çěнě çула – çитěнÿсемпе

Çěнě çула – çитěнÿсемпе

Декабрь уйăхěн 16-мěшěнче районта чăваш чěлхипе литература олимпиади иртрě. Пирěн шкултан унта 7 ача хутшăнчě. 6 вěренекен малти виçě вырăна йышăнма пултарчě. Уйрăмах пěрремěш вырăна тивěçнě 11-мěш класра вěренекен Рома Степанова, 9-мěш класри Таня Ермолаевăна тата 8-мěш класра вěренекен Марина Степановăпа 10-мěш класри Настя Курбатовăна палăртма кăмăллă. Алена Курбатова (9-мěш класс) тата Екатерина Курбатова (8-мěш класс) иккěмěшпе виççěмěш вырăнсене йышăнчěç. Кăçалхи çитěнӳсемпе эпир савăнатпăр. Вěренекенсем тăван чěлхене юратса ăша хывнине çирěплетрěç. Вěсемпе эпир мухтанатпăр. Çěнě çула çитěнӳсемпе кěтсе илтěмěр.

ТАНЯ ЕРМОЛАЕВА, 9-МĚШ КЛАСС

Уяв кěвви

Эпě Марина ятлă. 8-мěш класра вěренетěп. Часах Çěнě çул çитет. Уявра тěрлě конкурссене хутшăнасшăн. Ёлкăна эпě капăр кěпе тăхăнса килěп. Хамăр класа тěрлě гирляндăсемпе, хитре теттесемпе илемлетрěмěр. Чÿречесем çине уяв лампочкисем çакрăмăр. Пирěн класра тата пысăках мар ёлка ларать. Ытти класра вěренекенсем те ку уява кěтсе илме хатěрленеççě. Шкул йăлтăр-ялтăр çеç çиç​се тăрать. Кунěпех Çěнě çул кěвви кăмăла çěклет. Эпě Хěл Мучи патне çыру çыртăм. Ăна вăл илсе мана хурав парасса шанатăп. Çěнě çула пурте кěтеççě. Вěренекенсен çěкленÿллě кăмăл. Ачасем çак уява Хěл Мучие чěнеççě, парнесем кěтеççě. Çěнě çулта эпир пěр-пěрне çирěп сывлăх, телей, хаваслă пурнăç сунатпăр.

МАРИНА СТЕПАНОВА, 8-МĚШ КЛАСС

Хунать «Хунав»

Пирěн шкулта «Хунав» ятлă литература кружокě пур. Кружока чылай çул чăваш чěлхипе литература учителě Светлана Ефимова ертсе пырать. Унта тěрлě класра вěренекенсем çÿреççě. Кружокра эпир сăвăсем çырма вěренетпěр, хаçатсене заметкăсем ярса пичет кăларăмĕсемпе çыхăну тытатпăр.

Литература ани çинче вăй хуракансемпе тăтăшах тěл пулма тăрăшатпăр. Çыравçăсемпе Марина Карягинăпа, Людмила Сачковăпа иртнě тěл пулусем чылайлăха асра юлчěç. Çěнěрен тухакан кěнекесен авторěсемпе курса калаç​ма яланах хавас эпир. Ольга Тургайăн «Уй урлă çул» кěнеке презентацийěнче пултăмăр. Кун пек ырă самантсем кружокра татах та нумай. Пěрле ларса чей ěç​се пěр-пěрин сăввисене сÿтсе явни те мěне тăрать!

«Хунава» çÿрекен ачасен тěрлě талант уçăлать. Пур енчен те вěсем маттур: юрлама-ташлама та, сцена çине тухса калаç​ма та. Вěсенче чăвашлăх çăлкуç пек тапса тăрать. Ăç​та кăна пулса курман тата эпир! Тěрлě конкурса хутшăнатпăр, музейсемпе театрсенче пулатпăр. Пěр çемьери пек пурăнатпăр. Кружокра питě интереслě. Хам эпě «Хунав» ушкăна 5-мěш класранпах çÿретěп. Мана унта килěшет. Кăçал çеç эпě «Туслăх хěлхемě», «Асамлă тěрě тěнчи», «К.В. Иванов эткерě», «К. Иванов пултарулăхěпе тунă чи лайăх презентаци», «Тăван ен литераторěсем» тата ытти нумай конкурса хутшăнса хамăн тавракурăма ÿстертĕм.

Кружокри ытти вěренекен те тěрлě конкурса хутшăнса ÿсěмсем тăвать. 8-мěш класри Добрыня Петров «Асамлă тěрě-2015» конкурсра сăвă çырса районта иккěмěш вырăна тивěçрě. Çак класрах вěренекен Марина Степанова «Чăваш енри пěчěк хуласем» конкурсра республика шайěнче 3-мĕш вырăн йышăнчě. 9-мěш класри Дмитрий Хораськин республикăра иртнě «К.В. Иванов эткерě» олимпиадăра призер ятне тивěçрě. 11- мěш класра вěренекен Роман Степанов çамрăксемпе студентсен регионри фестивалěнчен 3-мěш вырăнпа таврăнчĕ. Вăл салам открыткин дизайнне чăвашла йěркелесе конкурса тăратрě.

Эпě хамăн тата юлташсен çитěнěвěсемпе савăнатăп.

АЛЕНА КУРБАТОВА, 9-МĚШ КЛАСС

Асанне алли

Асаннен алли кушăхнă.

Хытанка ăна тытсан.

Ĕç​пеле вăл чапа тухнă.

Кашниех пĕлет ¬ ыйтсан.

Ир тăрса вăл тар юхтарнă,

Кун кунланă пĕрех май.

Ир те каç шуса çеç пынă

Сисĕнмесĕр сăмах май.

Тыр вырса вăл кĕлте тунă,

Авăн çапнă кĕр енпе.

Часах çăкăр пиç​се тухнă,

Ăна кĕтнĕ çемйипе.

Асаннен алли вăл – ылтăн,

Маншăн вăл таса мерчен.

Ир те каç ăна чуп тăвăн,

Çепĕç вăл тата черчен.

ТАТЬЯНА ЕРМОЛАЕВА, 9-МĔШ КЛАСС

Акросăвă

Çĕр ĕç​ченĕ халăхпа

Ĕмĕрех пĕрле утать.

Ретĕнче ун йышĕ пысăк.

Ĕлĕкех вăл çапла пулнă:

Çăкăр тунă, ал ĕç тунă,

Час-часах вылянă, кулнă.

Ыранхи çинчен тĕлленнĕ.

Нимере вăл сăра ĕç​нĕ –

Ĕмĕрне çапла ирттернĕ.

ДОБРЫНЯ ПЕТРОВ, 8-МĔШ КЛАСС

Лаша

Санăн пурнăç çăмăл мар,

Лав туртасси вăйă мар.

Ир-ирех эсĕ тăратăн,

Часах ĕçе тытăнатăн.

Хăвăн ĕç​не юрататăн,

Чунна парса пурнăç​латăн.

Хуçана тивĕç​теретĕн –

Ирсерен те каç​серен.

Хуçа сана юратать,

Апат парса хăналать.

Çаран тăрăх çÿретет,

«Кирлĕ выльăх эсĕ», – тет.

ФЕНЯ ВАСИЛЬЕВА, 9-МĔШ КЛАСС

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости