Çитрè капãр Çèнè çулè
Çутã шанãçпа, тавах!
Кашниех телейлè пулè
Ыррипе пулсан анчах.
Шурã юр çãвать саламлãн,
Тултарать тасалãхпа.
Ырлãх пултãр, тусãм, санãн,
Сÿнми пархатарлãхпа.
Хèн-асапшãн тав тãвасчè,
Шанãç хèмè вãйлãрах.
Тèнчене тытать хãвачè,
Тивлетпе çãлать хавас.
Çèнè çул сана пиллетèр,
Савнã тусãм, илемпе.
Çèнетет чуна вãл èмèр
Юрату хèлхемèпе.
Галина МАКАРОВА