Çĕ​нĕ пур​нăç çын​ни​сем

Шу​паш​кар​та ар​хив​ри до​ку​мент​сем​пе пал​лаш​нă чух​не Иш​лей ра​йо​нĕн​че кă​лар​нă ха​çат​сем ал​ла лек​рĕç.

1936

çул​хи мар​тăн 7-​мĕ​шĕн​че тух​нă «Кол​хоз​ник ха​çа​чĕ» çап​ла çы​рать: «Хĕр​сем спек​такль ларт​нă çĕ​ре те аван хут​шă​наç­çĕ. Хăй​сен ро​лĕ​се​не «Ял​та» пье​сă​ра Ма​рия Ата​ма​но​ва, Мат​ре​на Пе​га​со​ва та​та Зоя Смир​но​ва юл​таш​сем ла​йăх вы​ля​рĕç». Ман çак хĕр​сен пур​нă​çĕ мĕн​ле ирт​ни çин​чен пĕ​лес кил​чĕ. Ку хы​па​ра ха​çа​та Фе​дор Вол​ков çыр​са па​нă. Хас​тар çам​рăк ял совет сек​ре​та​рĕн​че ĕç­ле​нĕ. Ял​ти ком​со​мол ор​га​ни​за​ци​йĕн ĕç­не ан​лă хут​шăн​нă, вăр​çă​ра çа​пăç­нă. 1945 çул​хи сен​тябрь​те ки​ле тав​рăн​нă. Арă​мĕ​пе 2 хĕр пăх​са çи​тĕн​тер​нĕ. Ма​рия Пе​га​со​вă​на ял​та Пи​каç Мат​ре​ни те​се чĕн​нĕ. Унăн аш​шĕ Пи​каç ки​лĕ умĕн​че çăл чав​нă. Çĕ​нĕ урам (Советс​кая) çын​ни​сем халь те çак çăл​тан шыв ăс​ма пул​та​раç­çĕ. Ча​ка​нар çын​ни​сем ăна «Пи​каç çă​лĕ» те​се ят па​нă.

Ну​май ачал​лă çемье чу​хăн пу​рăн​нă. Ла​йăх пур​нăç шы​ра​са 1938 çул​та Пи​каç çемйи​пе çĕ​нĕ çĕ​ре тух​са каять. Ма​рия Çта​пан Ва​силь​чăн ывă​лĕ​пе Алек​сей Ко​жев​ни​ков​па пĕр​ле​шет. Алек​се​йăн аш​шĕ​пе амă​шĕ чу​хăн çын хĕр​не кач​ча ил​ме ирĕк па​маç­çĕ. Хĕр пуç­çăн çу​рат​нă ача​на Ко​ля ят па​раç­çĕ. Алек​сей Иш​лей​ре поч​тă​ра свя​зист​ра ĕç­ле​нĕ. Ывă​лĕ Ко​ля çи​тĕн​се çемье çа​вăр​нă. Ха​лĕ Крас​ноярск кра​йĕн​чи Д​зер​жинск ра​йо​нĕн​чи Де​ни​со​во ялĕн​че пу​рă​нать. Арă​мĕ​пе Ча​ка​на​ра 3 хут​чен кил​се кай​рĕç. Ас​лă амă​шĕ (Ç​та​пан Ва​сильч арă​мĕ) пат​не кĕр​се Ко​ля кар​чă​ка хит​ре ту​тăр çых​тар​чĕ, хак​лă пар​не​сем па​чĕ.

Ма​рия Ата​ма​но​ва Петр Конс​тан​ти​но​вич Ата​ма​но​вăн кĕ​çĕн йă​мă​кĕ пул​нă. Вĕ​сен çемйин​чи çын​сем пур​те пал​лă та тă​рă​шу​лă ĕç­чен​сем. П.К. Ата​ма​нов граж​дан вăр​çин​чен ин​ва​лид пул​са тав​рă​нать. Ча​сах вăл Со​пак​кас​си ялĕн​че ин​ва​лид​сен ар​тель​не уç­са ярать, ун​та 1955 çулч​чен пред​се​да​тель​те вăй ху​рать.

Ма​рия ял​ти илем​лĕ хĕр​сен​чен пĕ​ри пул​нă. Вăл кол​хоз​ра та хас​тар ĕç­ле​нĕ. 1937 çул​та ра​йон​ти кол​хоз​ник​сен шкул​не (РКШ) пĕ​те​рет. Ак​тив​лă ком​со​мол​кă​на фев​ра​лĕн 8-​мĕ​шĕн​че ирт​нĕ ком​со​мол​сен кон​фе​рен​ци​йĕн​че ра​йон ко​ми​те​чĕн чле​нĕ пул​ма суй​лаç­çĕ. Вăл де​ле​гат​сен йы​шĕн​че Чă​ваш Рес​пуб​ли​кин​чи ком​со​мо​лăн 13-​мĕш кон​фе​рен​цийĕн​че пу​лать, сă​мах ка​лать. Ра​йон ха​çат​не час-​ча​сах за​мет​кă​сем çы​рать. 1938 çул​та Ма​рия ял кач​чи​не Изо​сим Вол​ко​ва кач​ча тух​са çемье çа​вă​рать. Упăш​ки​пе 5 ывăл​па 2 хĕр çу​рат​са çи​тĕн​те​реç­çĕ. Ма​рия Конс​тан​ти​нов​на 1947 çул​та «За доб​лест​ный труд в Ве​ли​кой Оте​чествен​ной вой​не 1941-1945 го​дов» ме​да​ле ти​вĕç­нĕ. Ачи​се​не çи​тĕн​тер​се тă​рă​шул​лă çын​сем ту​ма амă​шĕ ну​май вăй ху​нă. Ачи​сем шкул​та аван вĕ​рен​нĕ, ял​та хи​сеп​ре пул​нă. Аг​ре​гат за​во​дĕн​че ĕç­ле​нĕ Ве​ня ывă​лĕ пы​сăк çи​тĕ​нÿ​сем​шĕн ор​де​на ти​вĕç­нĕ. Зоя хĕ​рĕ спорт​па тус​лă. Вăл ра​йон​та та​та рес​пуб​ли​кă​ра чу​пас​си​пе ирт​нĕ ăмăр​ту​сен​че мал​ти вы​рăн​се​не йы​шăн​нă.

Зоя Смир​но​вă​на хĕр чух​не «Х​лор​сен Со​ни» те​се чĕн​нĕ. Вăл 1916 çул​та çу​рал​нă. 22 çул​та чух​не хит​ре хĕр Кăр​мăш кач​чи​пе çемье çа​вă​рать. Упăш​ки Петр Алек​сее​вич Ба​ли​нов пĕч​че​нех пу​рăн​нă, аш​шĕ​пе амă​шĕ чир​ле​се вил​нĕ. Вăл пы​сăк пÿл​лĕ, илем​лĕ те хас​тар ар​çын пул​нă. Пу​лас арă​мĕ​пе Ишек яр​мăрк​кин​че пал​лаш​нă, вĕ​сен юра​тă​вĕ ĕмĕ​ре тă​сăл​нă. Çул​ла​хи вă​хăт​ра пур​те хир​те ĕç­ле​нĕ. Пĕ​чĕк ача​сем вал​ли кол​хоз яс​ли-​сад уç­нă. Зоя Яков​ле​вă​на яс​ли заве​дую​щий​не суй​ла​нă. 1941 çул​та вăр​çă пуç­лан​сан Ба​ли​нов фрон​та кай​нă. 1943 çул​та çа​пă​çу​ра су​ла​хай ури​не йы​вăр амант​нă. Са​ра​тов ху​лин​чи гос​пи​таль​те 2 уйăх сы​вал​нă хыç­çăн ăна кил​не янă. Ут​ма пуç­ла​сан Ба​ли​нов Шу​паш​кар​ти «За​готс​кот» кан​ту​рĕн​че ну​май çул вăй ху​рать. Зоя мă​шă​рĕ​пе 2 хĕр​пе пĕр ывăл çу​рат​са çи​тĕн​тер​нĕ. Ял​та хи​сеп​ре пул​нă. Ас​лă хĕ​рĕ На​дя ме​ду​чи​ли​ще пĕ​тер​сен Иш​лей боль​ни​цин​че мед​сест​ра​ра ĕç­ле​нĕ. Ĕçе пă​рах​ма​сă​рах ас​лă пĕ​лÿ ил​нĕ. Иш​лей​ри вă​там шкул​та хи​ми​пе био​ло​ги учи​те​лĕн​че вăй ху​рать. Кĕ​çĕн хĕ​рĕ Иш​лей​ри шку​ла пĕ​тер​сен Шу​паш​кар​та ĕç ту​пать, каç­хи​не пе​динс​ти​тут​ра вĕ​ре​нет. Ле​на шту​ка​ту​ра вĕ​ре​нет. Ча​сах ăна бри​га​ди​ра суй​лаç­çĕ. Ком​со​мол пу​тев​ки​пе Мус​ка​ва ĕç­ле​ме яраç­çĕ. Ле​нăн 7 хĕр​тен йĕр​ке​лен​нĕ бри​га​ди съезд​сен дво​рец​не ту​нă çĕр​те тă​рă​шать. Хĕр ху​ла​ри пе​динс​ти​тут​ран вĕ​рен​се тух​сан Кă​ша​вăш​ри ача са​дĕн​че ме​то​дист​ра та​та заве​дую​щи​ре ĕç­лет. Амă​шĕ пе​кех хас​тар вăл, ти​вĕç­лĕ ка​ну​ра та ха​лăх ĕçĕ​се​не хут​шă​нать. Пен​сио​нер​сен та​та ин​ва​лид​сен ĕçĕ​пе кă​сăк​ла​нать. Вăл – ра​йон​ти ин​ва​лид​сен пре​зи​диу​мĕн чле​нĕ. Тă​рă​шул​лă пул​нă​шăн Еле​на Пет​ров​на Ильи​на​на ну​май хак​лă пар​не па​нă.

Ле​на амă​шĕ​пе пу​рăн​нă. Зоя Яков​лев​на ва​тă пу​лин те хĕ​рĕ​сен ачи​се​не çи​тĕн​тер​ме пу​лăш​нă. Пур​нăç сак​ки сар​ла​ка теç­çĕ, вăл хуй​хă-​суй​хă​сăр ирт​мест. 1966 çул​та Ми​ша ывă​лĕ сал​так​ра са​рăм​сăр ви​лет. Çак хуй​хă та​та упăш​ки ну​май чир​ле​се вырт​нă хыç­çăн пур​нăç­ран уй​рăл​са кай​ни унăн сыв​лăх​не хав​ша​тать. Хĕ​ра​рăм та чи​ре каять, 1993 çул​та çĕ​ре кĕ​рет.

1936 çул​та ларт​нă «Ял​та» спек​так​ле кур​ма шку​ла ха​лăх ну​май пу​хăн​нă. Ирт​нĕ çул кă​тар​тă​вĕ​се​не тиш​кер​нĕ. Кол​хоз​ник​сен пу​хă​вĕн​че мал​та пы​ра​кан​се​не ыр​ла​нă, пар​не​сем па​нă. Асăн​нă спек​так​ле ларт​ма Ишек шку​лĕн​че ĕç­ле​нĕ çам​рăк учи​тель​сем пу​лăш​нă. Ча​ка​нар​ти çам​рăк​сен пур​нăç­не ха​вас​лă ирт​те​рес те​се Шур​кас​си кач​чи Ва​си​лий Добры​нин ну​май тă​рăш​нă. 78 çул каял​ла ирт​нĕ уя​ва Си​ло​ва Иу​ли​пе Еле​на Ива​но​ва çеç ас тă​ваç­çĕ.

А​НА​ТО​ЛИЙ ЛЕ​ПИН, ЧА​КА​НАР

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости