Çĕнĕ технологисем ансатлатаççĕ

— Росреестр куçман пурлăха регистрацилеме документсене нумай функциллĕ центрсенче кăна мар, Интернет урлă та йышăнма тытăннине илтрĕм. Тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха тархасшăн.

Валентина Ильина, Çĕнĕ Тутаркасси

Екатерина КАРПЕЕВА, Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи:

– Кăçалхи январь уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен вăя кĕнĕ «Куçман пурлăхăн патшалăх регистрацийĕ çинчен» федераци законĕ тата çĕнĕ йышши информаци технологийĕсем заявлени çыраканăн вăхăтне перекетлеме тата ĕçе ансатлатма çакăн пек майсем туса параççĕ. Патшалăх регистрацийĕн, кадастрпа картографийĕн федераци службин (Росреестр) чи кăткăс пулăшăвĕпе усă курма 2016 çулта право регистрацийĕ валли электрон сервис урлă 5330 заявлени йышăннă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнăва çирĕплетме май килчĕ. Кăçал çакăн пек майпа 24 заявлени çитнĕ те ĕнтĕ.

Куçман пурлăха регистрацилеме, унăн прави тĕлĕшпе чăрмав çирĕплетме заявленисене сервис урлă пама ансат. Пурлăхпа çыхăннă сведенисене ЕГРН Росреестр сайтĕнче ятарлă сервис урлă электрон мелпе илме пулать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости