Унта Тренккаси шкулĕнче 11-мĕш вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ.
Акци кăçал 9-мĕш хутчен иртрĕ. Аслисем ачисен вырăнне пулса Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн пур тапхăрĕ витĕр те тухрĕç – экзамен пунктне кĕнинчен пуçласа кăтартусене алла илни таранчченех. Патшалăх тĕрĕслевне çавăн пекех влаç тата МИХ представителĕсем те хутшăнчĕç.
Ĕнер çĕршывĕпех «Пĕрле тытатпăр. Ашшĕ-амăшĕн ППЭ тытмалли кунĕ» акци иртрĕ
