Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр-и?

Район çамрăкĕсем аслă шкула кĕрес шутпа пикенсех ГТО нормисене пурнăçлаççĕ

ГТО нормисене иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче граждансен ÿт-пÿ çирĕплĕхне аталантарма тата вĕсен сывлăхне тивĕçлĕ шайра тытса тăма наукăпа çирĕплетнĕ стандартсен никĕсĕнче шухăшласа кăларнă. Граждансен сывлăхне те ГТО нормисене пурнăçланă тăрăх хакланă.

Истори каялла таврăнчĕ. 2013 çулта Раççей Президенчĕ Владимир Путин ку вăхăтри ăнлавсемпе тата требованисемпе килĕшÿллĕн улшăнусем кĕртсе çак тытăма каялла тавăрма сĕннĕ. Раççей çыннисем каллех ĕçпе хÿтĕлеве хатĕррине çирĕплетеççĕ.

ГТО нормисене пурнăçланине республика, район çыннисем майăн 20-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ спортпа сывлăх кунĕнче кăтартма пултарчĕç. Çак кун сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем бассейнра тÿлевсĕр ишме, спортплощадкăсене, тренажер залĕсене ирĕклĕн кĕме пултарнине те асăнмалла.

ГТО нормативĕсен дисциплинисен шутĕнче отжимани, кире пуканĕ йăтасси, ишесси, çăмăл атлетика тата спортăн ытти тĕсĕ. Паллах, пурне те пĕр-пек стандартсемпе хаклама юрамасть. Нормативсене хатĕрленĕ чухне унта хутшăнакансен çул ÿсĕмне, ÿт-пÿ çирĕплĕхне шута илеççĕ. 6 çултан пуçласа 70 çулччен пурĕ 11 картлашка йĕркеленĕ. ГТО нормисене пурнăçланисене ятарлă паллă параççĕ.

Кÿкеçри стадионра ГТО нормисене райадминистраци ĕçченĕсем, учительсем, тренерсем кулленех тĕрĕслеççĕ. Иртнĕ канмалли кун мероприятие 30 çын хутшăнни пирки пĕлтерчĕ Кÿкеçри «Улăп» спортпа сывлăх центрĕн директорĕн массăллă спорт ĕçĕ енĕпе тимлекен çумĕ, ГТО нормативĕсене йышăнакан тĕп судья Павел Цветков. «Паян эпир çăмăл атлетика енĕпе нормативсене йышăнтăмăр. 6-мĕш картлашкаран пуçласа 11-мĕшĕ таран çул ÿсĕмне кура спортпа туслă çын хăйĕн вăйне тĕрĕслеме кăмăл турĕ. Ку – иккĕмĕш тапхăр. Малтанхи тапхăрта Мордва Республикинче ишессипе, турник çинче туртăнассипе, отжимани тăвассипе, вырăнтан тăршшĕне сикессипе нормативсене панăччĕ», – пĕлтерчĕ вăл. Унта хутшăннисене мĕнле паллă парассине майăн 30-мĕшĕччен палăртмалла. Пĕтĕмлетÿсене регионти оператор патне ярса паратпăр, малалла Хусантан çак кăтартусем РФ спорт министерствине çитеççĕ. Результат протоколĕсем тăрăх спортсменсене уйăрмалли паллă параççĕ. Кама «пăхăр», «кĕмĕл», «ылтăн» паллă лекет, хăшĕ ГТО нормативĕсене панине çирĕплетекен хута илет.

РФ МЧСĕн Шупашкар районĕнчи профилактикăпа надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Денис Портнов иртнĕ пĕрлехи спортпа сывлăх кунĕнче ГТО нормисене пĕрремĕш çул пачĕ. «Эпĕ мĕн ачаран спортпа туслă, ĕçре те ÿт-пÿ çирĕп пулни пĕлтерĕшлĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пынă май çакă маншăн йывăр пулмарĕ», – тет вăл малашне те унта хутшăнас кăмăлпа.

ГТО нормисене пурнăçласси çамрăксен хушшинче çулран çул вăй илсе пырать. Çакна ăмăрту çуратакан çĕкленÿллĕ туйăм кăна мар, унта хутшăннăшăн хавхалантарни те витĕм кÿрет паллах. Сăмахран, нормативсене пурнăçланă шкул ачи аслă вĕрентÿ заведенине вĕренме кĕнĕ чухне хушма балсене тивĕçет, мĕншĕн тесен результатсене аттестата кĕртеççĕ. Спортпа туслă каччăсем çарта та хисепре. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни сывлăхшăн усăллă пулнипе пĕрлех пурнăç тăршшĕпе те çул уçса пырать.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости