КАНАШЛУ
Республика промышленноçĕ çав-çавах ÿсĕмлĕ ĕçлет. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура вице-премьер – экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтерчĕ.
Канашлура регионăн çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, промышленноç ÿсĕмĕ кăçал та упранса юлать. Паллах, иртнĕ çулхи хушăм сумлă пулнине кура çак никĕс шайĕнче кăçалхи ÿсĕм апла пысăках мар, çапах производство индексĕ 3% хушăнни те – лайăх кăтарту. Тирпейлекен производствăсен çак кăтартăвĕ тата пысăкрах – 5%. Министр компьютерсем, электроника, оптика хатĕрĕсем туса кăларакан отрасль пушшех пысăк хăвăртлăхпа çĕкленсе пынине çирĕплетрĕ. Çавăн пекех хатĕр металл изделисен, ытти производство лайăх ĕçлеççĕ.
Промышленноç предприятийĕсем тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ иртнĕ çулхи кăрлачринчен 11% пысăкланнă, 37 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çав шутра продукцин 86% – тирпейлекен производствăсен тÿпи. Система йĕркелекен 45 предприяти тиесе янă продукци калăпăшне ÿстерме пултарнă. Хуласем тăрăх хаклас тăк – Çĕмĕрлесем асăннă кăтартăва 1,5 хут лайăхлатнă. Шупашкар, Канаш, Улатăр хулисен те мăнаçланма сăлтав пур. Çĕнĕ Шупашкарсем кăна каялла чакнă. Муниципалитет округĕсенчен Дмитрий Иванович Вăрмарсемпе Етĕрнесен курăмлă ÿсĕмне палăртрĕ, çав вăхăтрах Комсомольскисем, Çĕрпÿсем, Пăрачкавсем, ытти хăш-пĕр округ çулталăк каяллахи шая çитейменни çинчен каларĕ.
Ĕç укçин вăтам виçи 61 пин тенкĕ патне çывхарать
