Пи­тĕ­реççĕ – çĕ­мĕ­реççĕ… пĕр вĕ­çĕм­сĕр

А­ча­сен хă­руш­сăр­лă­хĕ ас­ли­сен­чен ну­май ки­лет

«Тă­ван Ен» ха­çа­тăн 67-68-­мĕш но­ме­рĕн­че «Ку­çа ку­рăн­ман тăш­ма­на хи­рĕç» статья те­ми­не ата­лан­тар­са ма­лал­ла тă­сас те­рĕ­мĕр. «Тер­ро­ризм­ран сых­ла­нас­си – каш­ни кун пур­нăç­ла­мал­ли ĕç. Шку­ла ки­лен-­çÿ­ре­не ятар­лă жур­нал­та па­лăрт­са пы­раç­çĕ, вах­тă­ра яла­нах çын ла­рать, шкул тер­ри­то­ри­не ют ма­ши­нă­се­не кĕрт­меç­çĕ та­та ыт­ти те», – ра­йад­ми­нист­ра­цин тер­ро­риз­ма хи­рĕç кĕ­ре­ше­кен ко­мис­син ну­маях пул­масть ирт­нĕ ла­рă­вĕн­че док­лад­па тух­са ка­ла­çа­кан­сен­чен пĕ­рин пĕ­тĕм­ле­тĕв­не асăн­нăч­чĕ ав­тор.

У­çă хап­ха­ран…

Тер­ро­ризм­па кĕ­ре­шес­си­не пат­ша­лăх ша­йĕн­че тим­ле­се тă­ни­не шу­та ил­се хăй­не евĕр­лĕ тиш­ке­рÿ пу­çар­тă­мăр эпир ха­çат­ра. Ра­йон­ти вĕ­рен­тÿ уч­реж­де­ни­йĕ­се­не çит­се хă­руш­сăр­лăх пра­ви­ли­се­не еп­ле­рех пă­хăн­ни­не пăх­са çав­рă­нар-­ха. Ют çын­се­не мĕн­ле­рех йы­шă­наç­çĕ вĕ­сен­че? Кам та­та мĕн ту­ма кил­ни­пе ин­те­рес­ле­неç­çĕ-и? Кĕр­теç­çĕ е па­чах та кĕрт­меç­çĕ? Халь­лĕ­хе вă­там пĕ­лÿ па­ра­кан хăш-­пĕр шку­ла суй­ла­са ил­тĕ­мĕр. Тренк­кас­си, Ту­тар­кас­си, Чă­рăш­кас­си, Иш­лей, Кă­ша­вăш, Çĕньял-Пок­ровс­ки, Мă­нал, Атай­кас­си, Кÿ­кеç­ри 1-­мĕш шкул­се­не та­та ли­цее жур­на­лист пек мар, ахаль çын пек пыр­са кĕ­тĕ­мĕр. Ту­тар­кас­си, Чă­рăш­кас­си, Çĕньял-Пок­ровс­ки шкул кар­ти­шĕ­се­не ма­ши­нă­па йă­пăр-я­пăр ирт­ме май кил­ме­рĕ, хап­ха­се­не çă­ра­пах пи­тĕр­нĕ. Кă­ша­вăш, Атай­кас­си вĕ­ре­нÿ уч­реж­де­ни­йĕ­сен хап­хи­сем уçă пул­ни­пе усă кур­са ав­то­мо­биль­пе ша­лал­ла ирт­рĕ­мĕр, ан­чах та де­жур­нăй­сем тÿ­рех тер­ри­то­ри­рен тух­са кай­ма ыйт­рĕç – ют ма­ши­нă­сен кун­та лар­ма юра­масть-­мĕн. Тренк­кас­си, Иш­лей, Мă­нал, Кÿ­кеç­ри 1-­мĕш шкул та­та ли­цей тер­ри­то­ри­не те пĕр чăр­мав­сă­рах кĕ­тĕ­мĕр, 10-15 ми­нут ирт­рĕ… тух­са кай­ма ый­та­кан пул­ма­рĕ. Ма­ши­на те­нĕ­рен, та­та пĕр пу­лă­ма асăр­ха­рă­мăр шкул­сем тă­рăх çÿ­ре­нĕ май, хăш-­пĕр шкул­та пе­да­гог­сен е ыт­ти сот­руд­ни­кăн çă­мăл ма­ши­ни­сем шкул­па юна­ша­рах ла­раç­çĕ, кун пек ÿкер­чĕ­ке Мă­нал шку­лĕн­че асăр­ха­рă­мăр. Хăш-­пĕ­рин­че ва­ра, тĕс­лĕх­рен, Ту­тар­кас­син­че, сот­руд­ник­сен ав­то­мо­би­лĕ­се­не шкул кар­тиш­не ларт­ма ирĕк па­ман.

Ш­ку­ла кам пат­не кил­ни­не пи­рĕн­тен Ту­тар­кас­си, Тренк­кас­си, Çĕньял-Пок­ровс­ки, Атай­кас­си, Чăрăшкасси, Кăшавăш шку­лĕсен­че тĕп­че­рĕç. Ишлейри, Мăналти, Кÿкеçри лицей тата 1-мĕш шкулсенче ва­ра ча­ра­кан пул­ма­рĕ. Эпир ирт­рĕ­мĕр, ап­ла тăк ыт­ти­сем те вĕ­рен­тÿ уч­реж­де­ни­не çă­мăл­ла­нах кĕр­се кай­ма пул­та­рĕç – ырă шу­хăш­ли­сем те, усал тĕл­лев ларт­ни­сем те. Кÿ­кеç­ри ли­цее пыр­са кĕ­нĕ вă­хăт­ра аш­шĕ-а­мă­шĕ 1-­мĕш клас­ри ачи­се­не ил­ме кил­нĕ, çа­вăн­па ĕн­тĕ ко­ри­дор­та лăк тул­ли ха­лăх. Тĕп алăк­ран ин­çех мар сĕ­тел хуш­шин­че сот­руд­ник ла­рать, пĕр­ре пăх­сан де­жур­нăй те­йĕн, ый­та­кан-­тĕп­че­кен пул­ман­ни­пе ко­ри­дор­та ирĕк­лĕ­нех «у­çăл­са» çÿ­ре­рĕ­мĕр. Пĕ­тĕм­пех çав­рăн­са тух­сан чă­тай­ма­рăм, сот­руд­ник пат­не пыр­са сă­мах хус­кат­рăм. Гар­де­роб­щи­ца ик­кен. Вăл ка­ла­нă тă­рăх, вĕ­рен­тÿ уч­реж­де­ни­не «­пос­то­рон­ний­се­не» кĕрт­меç­çĕ, аш­шĕ-а­мăш­не кă­на имĕш. Ан­чах та ача­сен çы­вăх çын­ни­се­не «­пос­то­рон­ний­сен­чен» мĕн­ле уйăр­са ил­ни­не ка­лай­ма­рĕ. Çа­вăн­тах вах­тă­ра ла­ра­кан ятар­лă сот­руд­ник çук­ки­не пĕл­тер­чĕ.

Чы­лай шку­ла кĕр­се­нех де­жур­нăй­сем ла­раç­çĕ, кăн­тăр­ла ĕç­ле­се ирт­те­реç­çĕ те каç­хи пос­та сто­рож­се­не «­тыт­та­раç­çĕ». Ки­лен-­каян­се­не ятар­лă жур­нал­та çы­раç­çĕ: кам пат­не кил­нĕ, ми­çе­ре кĕ­нĕ-­кай­нă. Тĕс­лĕх­рен, Атай­кас­си шку­лĕн­че мĕн пул­са ирт­ни­не мо­ни­тор çин­че кур­ма пу­лать, вăл ви­део­ка­ме­рă­па çы­хăн­нă. «Ют­ти­се­не кĕрт­мест­пĕр, çав шут­ра аш­шĕ-а­мăш­не те, пу­хă­ва пул­сан кă­на», – ка­ла­са кă­тарт­рĕç кун­ти де­жур­нăй­сем. Çа­вăн пе­кех çи­рĕп йĕр­ке Çĕньял-Пок­ровс­ки шку­лĕн­че па­лăр­чĕ – кун­та йă­пăр-я­пăр кĕр­се каяс­си пул­мĕ.

Тат­са па­ман ый­ту

«Кÿ­кеç ли­це­йĕн, Ту­тар­кас­си, Вăр­ман-Çĕк­тер шку­лĕ­сен тер­ри­то­ри­йĕ­сен­че хыв­нă сук­мак­па çын­сем çÿ­ре­ме пă­рах­маç­çĕ-­ха…» – ма­лал­ла ву­лат­пăр «Ку­çа ку­рăн­ман тăш­ма­на хи­рĕç» статья­ри сă­мах­се­не. Йĕр­ке­пе ки­лĕ­шÿл­лĕн шкул тер­ри­то­ри­йĕ ур­лă ют çын­сен çÿ­ре­ме юра­масть. Ан­чах та ку çи­вĕч ый­ту­па асăн­нă шкул­сен­че мĕн чух­лĕ кĕ­ре­шеç­çĕ, çав çа­вах «­çĕн­те­рей­меç­çĕ-­ха». «Пĕл­тĕр çĕ­нĕ вĕ­ре­нÿ çу­лĕ пуç­лан­са­нах, ха­мăн ти­вĕ­çе пур­нăç­ла­ма пу­çăн­са­нах, шкул тер­ри­то­ри­не кĕ­меш­кĕн икĕ алăк хă­вар­са ыт­ти­се­не пур­не те пи­тĕрт­тер­тĕм, ахаль кă­на мар, свар­кă­па çы­пăç­тар­са хур­сах», – ла­ру-­тă­ру­па пал­лаш­тар­чĕ Ту­тар­кас­си шкул ди­рек­то­рĕ Люд­ми­ла Пет­ро­ва. – Икĕ кун та ирт­ме­рĕ, алăк­се­не çĕ­мĕр­чĕç». Ди­рек­тор кун хыç­çăн та пи­тĕр­ме ху­шу па­нă, ну­май та вă­хăт ирт­мен, кал­лех çĕ­мĕр­нĕ… Вă­рă-­ху­рах­ла ку ĕçе те­ми­çе хут ту­нă хыç­çăн пуç­лăх чă­тай­ман, по­ли­цие евит­ле­нĕ. Ан­чах йĕр­ке ху­рал­çи­сем уго­лов­лă ĕç пу­çар­ма хи­рĕç­ле­нĕ. Мĕн­шĕн? Çак­на ху­рав­ра ла­йăх ăн­лан­тар­нă. «Ĕç-­пу­çа шăп та лăп кам ту­ни­не па­лăр­тай­ман­ни­пе, вăл пĕ­чĕк пĕл­те­рĕш­лĕ та­та об­щест­вăшăн хă­руш­лăх кă­лар­са тă­рат­ман­ни­пе ку пу­лăм прес­туп­ле­ни шут­лан­масть, çа­вăн­па та уго­лов­лă ĕç пу­çар­ма хи­рĕç­лет­пĕр», – ăн­лан­тарнă РФ ШĔМĕн ра­йон­ти уй­рă­мĕн­чен ди­рек­тор пат­не çыр­нă пос­та­нов­ле­ни­ре. Сиен кÿ­нĕ хак та пы­сă­ках мар-­мĕн – 1 пин тен­кĕ кă­на. Ку­наш­кал ху­рав ил­нĕ хыç­çăн ди­рек­тор мĕн ту­мал­ли­не те пĕл­мест ĕн­тĕ: алăк­се­не хуп­са-­пи­тĕр­се хур­сан – çĕ­мĕ­реç­çĕ, айăп­ли­се­не ва­ра явап тыт­тар­ма йы­вăр… Çĕ­мĕ­реç­çĕ те­нĕ­рен, пĕр вы­рă­на ил­се кай­са пÿр­не­пе тĕл­ле­сех кă­тар­тĕ вăл: «А­кă пă­хăр, мĕн пы­сă­кăш шă­тăк ту­нă кун­та». Туа­лет çы­вă­хĕн­че выр­наç­нă алă­ка те­ми­çе хут­чен те юса­са хуп­са ху­нă, ан­чах «­хăюл­лă» çын­сем ну­май шу­хăш­ла­са тă­ман – пĕр-и­кĕ утăм­ра­нах сет­кă­на тат­са-­ват­са хăй­се­не çÿ­ре­меш­кĕн шă­тăк «ăс­та­ла­нă». Паян та ун­та­нах çÿ­реç­çĕ. Ку ый­ту­па ди­рек­тор шкул­ти пу­ху­сен­че аш­шĕ-а­мă­шĕ умĕн­че те­ми­çе хут­чен те тух­са ка­лаç­нă, хă­руш­сăр­лăх пра­ви­ли­сем­пе ют çын­сен шкул кар­ти­шĕ ур­лă çÿ­ре­ме юра­ман­ни­не ăн­лан­тар­нă, ан­чах кă­лă­хах… «Э­пир ĕмĕ­рех кун­тан çÿ­ре­нĕ, çÿ­рет­пĕр те», – яла­нах пĕр ху­рав ил­тĕ­нет йĕр­ке­не сив­ле­кен çын­сен­чен.

Кун пек çи­вĕч ый­ту­па ку­çа-­ку­çăн тĕл пу­ла­кан­ни – Кÿ­кеç ли­це­йĕ. Кун­та та Ту­тар­кас­си шку­лĕн­чи евĕр­лех ла­ру-­тă­ру: ли­цей тер­ри­то­ри­йĕ ур­лă çын­сем çÿ­реç­çĕ, кун­тан вĕ­се­не да­ча учас­то­кĕ­сем пат­не çит­ме çы­вăх­рах имĕш. Ун ди­рек­то­рĕ Ан­же­ла Г­ри­горье­ва ăн­лан­тар­нă тă­рăх, ла­ру-­тă­рă­ва ырă ен­не улăш­та­рас те­се алăк­се­не те­ми­çе хут­чен те хуп­са ларт­нă, юса­нă, çын­сем­пе ка­ла­çу­сем ирт­тер­нĕ, ан­чах ус­си çук – ли­цей кар­ти­шĕ­пе ир­те­кен сук­мак та­кăр­ла­нать кă­на.

Çак­наш­кал çă­мă­лах мар ла­ру-­тă­рă­ва кĕр­се ÿк­нĕ те­пĕр уч­реж­де­ни ра­йон­та – Вăр­ман-Çĕк­тер шку­лĕ. Ун­та пул­са кур­нă çын вăл мĕн­ле­рех вы­рăн­та лар­ни­не ла­йăх пĕ­лет – шкул­па юна­ша­рах чир­кÿ. Çа­вăн­па та ку кар­тиш­рен çын та­тăл­масть. «Ш­кул çы­вă­хĕн­чен ха­лăх чир­кĕве çÿ­рет, вил­ни­се­не кĕ­лĕ ту­тарт­тар­ма ил­се ки­леç­çĕ, кун пек­ки­се­не ва­ра кун­тан ирт­се ан çÿ­рĕр те­се мĕн­ле ка­лăн? Пы­сăк хап­ха­па шку­ла хăй­не кар­са ил­сен кă­на», – шу­хăш­не пĕл­тер­чĕ шкул ди­рек­то­рĕ Шей­хул­ла Феи­зов. Хÿме тыт­маш­кăн ва­ра са­хал мар ук­çа-­тен­кĕ кир­лĕ.

Кал­лех сы­хă­лăх пир­ки

Мĕн­ле пĕ­тĕм­ле­тÿ ту­ма пул­та­рат­пăр-­ха ку те­мă­на вĕç­ле­нĕ май? Тер­ро­риз­ма хи­рĕç кĕ­ре­шес ĕç­ре вĕ­рен­тÿ уч­реж­де­ни­йĕ­сем хăй­сен­чен мĕн кил­ни­не ту­ма тă­рă­шаç­çĕ: хă­руш­сăр­лăх пас­пор­чĕ­се­не ха­тĕр­ле­нĕ, ку ый­ту­па явап­лă çын­се­не па­лăрт­нă, ин­фор­ма­ци стен­чĕ­се­не выр­наç­тар­нă, по­ли­ци­пе çы­хă­ну йĕр­ке­ле­нĕ та­та ыт­ти те. Ан­чах та кун­па кă­на çыр­лах­ни çи­те­лĕк­сĕр. Хăш-­пĕр çĕр­те хă­руш­сăр­лăх пра­ви­ли­се­не çи­рĕп­лет­мел­ли куç кĕ­ре­тех, пра­ви­лă­па шкул тер­ри­то­ри­не ют ма­ши­нă­се­не кĕрт­ме юра­масть тăк – ап­ла тăк кĕрт­мел­ле мар, çа­кăн­шăн явап­ли­сем кар­ти­ше кам кĕ­ни­не сă­на­сах тă­мал­ла. Шкул алă­кĕн ура­ти ур­лă ка­çа­кан­се­не те ый­ту па­мал­лах – кам вăл, мĕн ту­ма та­та кам пат­не кил­нĕ? Хă­руш­сăр­лăх пра­ви­ли­се­не шкул­та тă­рă­ша­кан­сем кă­на мар, ыт­ти­сен те ас­ра ты­мал­ла, мĕн­шĕн те­сен çа­кăн­тан вĕ­сен е çы­вăх тă­ва­нĕ­сен ачи­сен хă­руш­сăр­лă­хĕ ну­май ки­лет. Ку сă­мах­сем пĕр-­пĕр до­ку­мент­ри пра­ви­лă­се­не аса ил­те­реç­çĕ пу­лин те вĕ­се­не ас­ра тыт­са пур­нăç­ла­мал­лах. Тер­ро­рист­сем – ку­çа ку­рăн­ман тăш­ман­сем, ап­ла тăк вĕ­сем хăш ен­чен, мĕн­пе та­та кам – ача­сен аш­шĕ-а­мă­шĕ, тă­ва­нĕ, юл­та­шĕ – пек пул­са кĕр­се тă­ни­не пĕл­ме па­чах та çук. Те­лее, ра­йон­та тер­рор­ла акт­сем пул­ман, ÿлĕм те ан пул­тăрч­чĕç. Сых­ла­на­ка­на ва­ра Ту­рă та сых­лать.

Компетентлă

А­лек­сандр РОМАНОВ, Шу­паш­кар ра­йон про­ку­ро­рĕн ас­лă пу­лă­шу­çи:

– «Тер­ро­риз­ма хи­рĕç кĕ­ре­шес­си çин­чен» фе­де­ра­ци за­ко­нне тĕ­пе хур­са вă­хăт­ран-­вă­хă­та вĕ­рен­тÿ уч­реж­де­ни­йĕ­сен­че хă­руш­сăр­лăх пра­ви­ли­се­не мĕн­ле пă­хăн­ни­не тĕ­рĕс­лет­пĕр. Ен­чен те йĕр­ке­не пăс­нă тĕс­лĕх­сем пул­сан вĕ­се­не пĕр уйăх­ра пĕ­тер­ме ый­тат­пăр.

Бо­рис РОМАНОВ, ра­йад­ми­нист­ра­цин вĕ­рен­тÿ управлени­йĕн пуç­лă­хĕ:

– Ту­тар­кас­си, Вăр­ман-Çĕк­тер шку­лĕ­сен­че, Кÿ­кеç ли­це­йĕн­че çак­наш­кал çи­вĕч ый­ту пул­ни­не пĕ­лет­пĕр. Ен­чен те çын­сем ют пах­ча ур­лă каç­са çÿ­ре­меç­çĕ пул­сан шкул тер­ри­то­ри­йĕ ур­лă та ирт­мел­ле мар. Пу­рин те ăн­лан­мал­ла, вĕ­рен­тÿ уч­реж­де­ни­йĕн кар­ти­шĕ­пе ирт­ме юра­ман­ни чи мал­та­нах ача­сен хă­руш­сăр­лă­хĕ­пе çы­хăн­нă. Çа­вăн­па та ку те­мă­па ыт­ла­рах та ыт­ла­рах ка­ла­çу ирт­тер­мел­ле. Çын­сем çак­на ăн­лан­са ырă ен­не ул­шă­нас­са ша­нас ки­лет.

ЛЮ­БОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости