Чир куçа курăнса килмест

Паянхи кун Раççей Федерацийĕнче чĕрчунсем урнă чирпе чирленĕ –551, федерацин Атăлçи округĕнче – 117 тĕслĕх тупса палăртнă. Федерацин Атăлçи округĕнчи 8 тĕслĕхре – килти выльăх-чĕрлĕх, 37-шĕнче – йытă-кушак, ыттисенче тилĕсем урнă. Çак чир Чăваш Енрен те пăрăнса иртмен. Паянхи куна çакнашкал 4 тĕслĕхе шута илнĕ: Куславкка, Йĕпреç тăрăхĕсенче тата 2 тĕслĕх Шупашкар хулинче.

Юлашки тĕслĕхĕсенче килсĕр кушаксем çак амакпа аптранă. Шупашкар хулин Кăнтăр-Хĕвеланăç районĕнче кушак арçын ачана çыртса илнĕ. Вăл урнă чирпе чирленине республикăри ветеринари служби палăртнă. Халĕ ача сипленет. Асăннă тăрăхра вара карантин йĕркеленĕ. Ăна çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнчен йышăннă. Тепĕр тĕслĕхĕ пирки те палăртса хăварар: Вăрнар çулĕ çинче, «Мебельщик» сад юлташлăхĕ çывăхĕнче, вилнĕ кушак тупнă. Республикăри ветлабораторире тĕрĕсленĕ хыççăн вăл та çак чирпе чирленине палăртнă. Юрать-ха, чĕрчун çынпа хутшăнман. Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа ку тăрăхра та карантин йĕркеленĕ.

Урнă чир выльăхшăн çеç мар, çыншăн та хăрушлăх кăларса тăратнине палăртрĕç ЧР Ял хуçалăх министерствинче иртнĕ брифингра. Унта Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин тата Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ертÿçин çумĕ Антон Лукин хутшăнчĕ.

«Кам килте выльăх-чĕрлĕх усрать, йытă-кушак тытать вĕсене урнă чиртен вакцинаци тумалла. Кашни округрах ветеринари службисем ĕçлеççĕ. Унта çак амакран профилактика тĕлĕшĕнчен тÿлевсĕрех прививка тăваççĕ. Халĕ эпир хулара куçса çÿрекен мобильлĕ пункт йĕркелесшĕн. Пĕр картишрен теприне куçса çÿресе кушак-йытта вакцинаци тума хатĕрленетпĕр. Ку процедурăна та тÿлевсĕрех йĕркелетпĕр. Кушакĕ урама тухманран чир çакланмассине пĕлтерет хăш-пĕр çын. Чир те куçа курăнса килмест. Эпир ăна урамран пÿрте хамăрах илсе кĕретпĕр. Сăмахран, чирленĕ кушакăн сĕлеки çине пусатпăр та вăл атă-пушмакпа пĕрле хваттере çакланать. Йытă-кушак аптăрасси çакăнтан пуçланать те. Çавăнпа та чĕрчуна вакцинаци тунинчен ырри нимĕн те çук», – терĕ Александр Валерьевич.

Чир паллине епле уйăрса илмелле-ха. Урнă чирпе нушаланакан чĕрчун сĕлекине юхтарать, çын патне пырса ачашланма кăмăллать. Хăй çавăнтах çыртма та пултарать. Çавăнпа та палламан-пĕлмен кушак-йытта тытма юрамасть. Вăйсăрланнăскере тепĕр чухне пулăшма васкатпăр. Ун пек чĕрчуна та  тытма кирлĕ мар. Çакăн пирки ачасене те ăнлантармалла. Ветеринари службине шăнкăравласа пĕлтермелле. Паллах, çак амакпа килти чĕрчунсем çеç мар, тискер, кăшлакан чĕрчунсем те аптăраççĕ, ытларах тилĕсем. Юлашки вăхăтра вĕсем те ял çывăхне килме тытăнчĕç. Урнă чирпе аптăракан чĕрчунсем çынран хăрамаççĕ. Çавăнпа та вĕсенчен те асăрханмалла.

Асăннă чир çыншăн питĕ хăрушă пулнине палăртрĕç брифинг спикерĕсем. Енчен те чирлĕ чĕрчун çынна çыртнă пулсан тÿрех больницăна каймаллине, тухтăрсенчен пулăшу ыйтмаллине палăртрĕç. Мĕншĕн тесен çак чир йывăрпа иртет. Çитменнине, вирус организма лексен вĕлерме те пултарать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости