Паллă ăсчах, Раççей синологи ăслăлăхĕсене пуçарса яраканĕ, Наукăсен Раççей академийĕн член-корреспонденчĕ, китай чĕлхиллĕ тăлмачсене хатĕрлекен çĕршыври пĕрремĕш вĕрентÿ учрежденине уçнă Никита Бичурин – Иакинф атте – çуралнăранпа 237 çул çитнине халалласа районта Бичуринăн II вулавĕсем иртрĕç.
Иакинф атте ячĕ-сумĕпе вăл пурнăçланă ĕçсен анлăшĕ историксемпе шкул ачисемшĕн, вĕрентекенсемшĕн çулран-çул илĕртÿллĕрех пулса пырать. Ăна хисеплесе мероприятие кăçал та хăнасем йышлă пухăнчĕç. Вăл Кÿкеçри музей садĕнче – сăмах май ăна та Иакинф аттенех халалланă – Н.Я Бичурин палăкĕ умне чечек çыххисем хунипе пуçланчĕ.
Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ – музейăн попечитель канашĕн ертÿçи Анатолий Князев пирĕн ентеш ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланасси ÿссех пырасса шаннине палăртса хăварчĕ. «Шăпах Типнер çынни, Ю. Борисов, Иакинф аттен çуралнă вырăнне тĕрĕс палăртас тĕллевпе хăй вăхăтĕнче сахал мар ĕç туса ирттерчĕ», – терĕ вăл.
Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Зоя Маслова вулава пухăннисене Иакинф атте пурнăçланă ĕçсен истори анлăшĕнчи пĕлтерĕшĕ пирки каласа пачĕ.
Вулавсем икĕ секципе иртрĕç: «Н.Я. Бичурин ячĕпе çыхăннă паллă вырăнсем» тата «Чăваш тата китай культурисенчи пĕр пек енсем». Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕсемпе, аслă шкулсен истори факультечĕсен студенчĕсемпе танах Вулавра Тутаркасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Татьяна Бурмистрова Сăваплă Турă амăшĕн Шемшерти Успени чиркĕвĕн историйĕпе паллаштарчĕ, Мария Тарасовăпа Анна Михно Владимир çулĕ пирки, Никита Удалов (Кÿкеçри 1-мĕш шкул) Иакинф атте çул çÿревĕпе çыхăннă паллă вырăнсем çинчен каласа пачĕç.
Татьяна Майорова
(Тăван Ен №35, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)