«Тăван Ен» хаçат редакцийĕн десанчĕ шăп ял пуçĕнчи çÿп-çап купи патне пырса чарăнчĕ…
Пирĕн кулленхи вулакан тÿрех ăнланчĕ-тĕр: икĕ эрне каялла редакци ял тăрăх ертÿçисен ĕçне туллин çутатас тĕллевпе проект пуçарасси пирки пĕлтернĕччĕ. Шăпах ун шайĕнче журналистсемпе фотокорреспондентсем «Массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен» федераци законĕпе пăхнă полномочисене кура хăйсен тĕпчевĕсене ирттереççĕ. Алфавит йĕркипе – апашсем пĕрремĕш.
Тĕрĕссипе, район ертÿçисен ку ял тăрăхĕ патне ытлашши ыйту çук, вĕсем ялан малта: отчетсенче йăлтах йĕркеллĕ, лăпкă вырăн… Тепĕр тесен çак «лăпкăлăха» журналистсем хăйсем те курса ĕненчĕç.
6 сехет те 30 минут. Редакци автомашини Апаш салин тĕп урамне пырса кĕчĕ. Куç тÿрех виçĕ контейнерлă çÿп-çап купи çине тăрăнчĕ. Мĕнле-ха капла: ял пуçĕнченех ырă мар шăршă перет? «Ăçта кăна çитмен пулĕ те – кунашкаллине курман», – тĕлĕнĕвне пытараймарĕç журналистсем. Кĕç-вĕç йĕке хÿре чупса тухассăн туйăнать вĕт! Ерипен свалкăна çаврăнакан купана хаçат вулаканĕсем çуркуннехи номерсенчен те лайăх ас тăваççĕ пулĕ-ха. Тасамарлăхшăн законпа пăхнă яваплăх пирки тĕрĕслев органĕсем ун чухнех асăрхаттарнăччĕ.
Çичĕ сехет çитеспе ял халăхĕ çак урам тăрăх кĕтÿ хăваласа анать. Унпа тĕл пулас шутпа эпир ир-ирех çула тухрăмăр та. Кĕтĕве уя ăсатнă хыççăн никам та тÿрех киле васкамасть – чи юлашки хыпарсене – камăн автанĕ çухалнине, полици автомашини камăн çурчĕ умĕнче чарăннине – шăп çакăнта пĕлме пулать-çке-ха. Анчах ку ялта журналистсем мĕн тĕллевпе çÿренине пĕлсен ытлашши тарават пулмарĕç, хăшĕ-пĕри тăкăрлăкпа пăрăнса утрĕ.
7 сехет. Хастаррисене кура калаçăва ерипенех ыттисем те хутшăнчĕç. Вăл вара çакăн пек пуçланчĕ:
– Лайăх пурăнатпăр тетĕр-ха, хăвăр вара çÿп-çап купи айне пулнă…
– Ăна эрнере пĕрре тиесе каяççĕ, ун тавралли çĕтĕк-çурăка çеç никам та пуçтарса чăрманасшăн мар, вăл çаплипех выртса юлать. Кунашкал «свалкăсене» вара Апашра тăватă вырăнта курма пулать.
Елена Николаевна (ятне улăштарăпăр) коммуналлă çакнашкал «пулăшушăн» тăватă çынран тăракан çемйишĕн çулталăкра 900 тенкĕ тÿлет. Ял халăхĕн шухăшĕпе ку хак пĕчĕкех мар – эппин, ĕçе те тивĕçлĕ шайрах пурнăçламалла пек. Ялта кашни тенке пилĕк авса ĕçлесе илме тивет. Чылайăшĕ çак тĕллевпе хулана çÿрет.
– Çакăнта вырнаçнă кирпĕч заводне çĕнĕрен хута яма май çук-шим? – илтĕнчĕ ыйту тепĕр енчен. – Унччен тахçан хула çыннисем пирĕн пата ĕçлеме çÿретчĕç, халĕ хамăр та ĕç вырăнĕсĕр.
– Депутатсен ĕçне куратăр-и эсир?
– Çук, вĕсен корпусĕ пачах ĕçлемест тесен те йăнăш мар.
– Лавккара «фанфурик» сутма чарăр тархасшăн та, вара пирĕн йывăрлăх пулмасть! – йăлăнчĕ хĕрарăмсен тепĕр ушкăнĕ.
Çынсем пуçтарăнса пыратчĕç, харсăрланса калаçма та хатĕрччĕ ĕнтĕ – кĕтмен çĕртен чăл-пар саланчĕç. Сăлтавне кайран кăна ăнлантăмăр: кунти тĕп урамра ял тăрăх пуçлăхĕн тăванĕ пурăнать-мĕн.
Чăн та, Апаш ял тăрăх пуçлăхĕн Владимир Николаевăн ятне ырăпа асăнакансем те пулчĕç:
– Питĕ ĕçчен çын. Профессийĕпе энергетик вăл, çавăнпа та юпа çинчи хунарсене юсамалла пулсан хăй те вăр-вар хăпарса кайма пултарать.
7 сехет те 30 минут. Пирĕн малаллахи «экскурси» масар çинчи евĕр шăплăхра тăсăлчĕ. Ялтан каялла тухма тăнă чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисен (тĕрĕссипе, çакăн пирки тавçăрма кăна май пурччĕ) палăкне асăрхарăмăр: умне сăрăллă карта тытнă, тирпейлĕ – ура ярса пусма та хăймалла мар тейĕн. Хыçне пырсан курах кайрăмăр: тимĕр карта умĕнче çеç. Хыçалта выльăх-чĕрлĕх ашкăрнă кăна! Варласа та хăварнă.
Апаш тăрăхĕ хăйĕн ламран-лама куçса пыракан пуян культурипе мăнаçланать. Кунти сăваплă вырăнсем те ун шутнех кĕреççĕ. Культура аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ чылай информаци Казански Турă амăшĕпе сăваплă ĕçсем тăвакан Николайăн çăлкуçĕпе çыхăннă – историксем те çакнах палăртаççĕ. Анчах та вĕсем çакăн пирки историе çупкăмăн-çупкăмăн пуçтарнă хушăра çак объект ерипен юхăнсах пырать. Кайран унăн вырăнне шыра вара!
8 сехет. Çакăн пек ÿкерчĕке эпир Апаш ялĕн айлăмĕнче вырнаçнă сăваплă çăлкуç патĕнче куртăмăр. Çÿллĕ утă хушшинчен аякран çурт тăрри çеç курăнса ларать. Православи хĕрарăмĕн палăкĕ патне илсе пыракан сукмакран вара лачака пулса тăнă: çăлкуçран тапакан сăваплă шыв пусă ункисем çурăлнипе çĕр çийĕн унта сăрхăнать кăна.
8 сехет те 30 минут. Ялта кама та пулсан тĕл пулас шутпа утатпăр. Староста та пулсан пирĕнпе сăмах хушма ерçеймерĕ – вăхăт çук иккен паян. Йытăсем сăнчăртан татăласла вĕрнĕ сасă кăна янăраса тăрать. Кĕтмен çĕртен шăнкăрт! уçăлчĕ çеç хапха – кил хуçин хĕрлĕ тутăрĕ кăна курăнса юлчĕ, алăка пирĕн умрах шăлтăртаттарса питĕрчĕç. «Гестаповецсем мар-çке эпир», – çапла шÿтлемелли кăна юлчĕ.
Ленин ячĕллĕ СХПК-колхоза халăх Апаш тăрăхĕнчи пур ялтан та тенĕ пек ĕçлеме çÿрет. Кунта вăй хуракансем икĕ хĕрарăм хутне кĕрсе калаçрĕç: вĕсем йышăннă общежити пушарта çунса кайнă хыççăн çĕр уйăрса пама шантарнă-мĕн. Çĕрне панă-ха, анчах та ун çинче çурт лартма документсем халĕ те хатĕр мар. Мăшăрĕсене çухатнă икĕ доярка çапла халĕ те ферма çуртĕнчех пурăнаççĕ.
9 сехет. Шăнкас халăхĕ автобус чарăнăвне пуçтарăннă. Эпир сăмах хушма ĕлкĕриччен ватăрах хĕрарăм сасăпах макăрса ячĕ: «Кам та пулсан пирĕн хута кĕрессе эпир тĕлĕкре те тĕлленмен…».
Кунта та, Апашри пекех, çĕрле урамра çутă çук. Сăрталла пурăнакансем шыва тумламăн-тумламăн тенĕ пек пухаççĕ, «совет саманин палăкĕ» вырăнне юлнă пусăм башнин хăвачĕ пĕчĕккĕ, уçласа çитереймест. Сăмах май, Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн асăрхаттарăвне аса илсе объекта сăрламаншăн эпир хамăр хушăмăрта çакăн пек шÿтлесе илтĕмĕр.
«Эпĕ хам кунта Сĕнтĕрвăрри районĕнчен качча килнĕ. Пирĕн патра выльăх-чĕрлĕх уя ан тухтăр тесе укăлча хапхисене тытаççĕ, кунта вара вĕсене ирĕк», – ÿпкелешрĕ Зинаида, хăйне çапла чĕнме хушнăскер.
Ял халăхĕн тепĕр ыйтăвĕ вара çулпа çыхăннă. Вăл хут çинче пур-мĕн, влаçсем ăна туса пĕтерни пирки отчет та тунă тен, анчах леш урама каçмаллискер паянхи кун та тăкăрлăкран иртеймест.
Сире сăмах
Александр ВЛАДИМИРОВ, Апаш ял тăрăх пуçлăхĕ:
✔ Çÿп-çап тиесе тухассипе çыхăннă ыйту халăх пухăвĕсенче те яланах чи çивĕччисенчен пĕри. Йăлари хытă каяшсене турттарассин тăкакĕсене çынсем йышăнасшăн мар. «Эпĕ хулана ачасене тиесе яратăп», е «Çырмана мĕнле пăрахса пурăннă – çаплах унта пăрахатăп», – текенсем те пур. Çÿп-çапа юн кун та илсе кайрĕç. Халăх тÿлесшĕн мар, укçана хамăн кĕсьеренех парса ятăм. Контейнерсем тавралла выртса юлакан ăпăр-тапăра вара çак эрнери субботникре пуçтаратпăр. Хакпа килĕшменнипе халăха çÿп-çапа килĕрен пуçтарса çÿремешкĕн автомашина тара тытасси пирки те калаçнăччĕ – çынсем килĕшмеççĕ. Çÿп-çапшăн укçа ыйтсанах прокуратурăна каяссипе хăратаççĕ. Сăмах май, субботниксене те культура ĕçченĕсемсĕр пуçне никам та хутшăнасшăн мар.
✔ Урамра çутăсем çук – ку пĕтĕм ял тăрăхне пырса тивекен ыйту. Профессипе энергетик пулнă май ĕç хыççăн кашни юпа çине хăпарса хунарсене тĕрĕслеме эпĕ хам та хирĕç мар, укçа-тенке те тупма май килĕ, анчах мана пулăшакан кирлĕ. Ку ĕçе явăçтарма специалист та пур-ха – вăхăт кăна тупаймасть.
✔ Казански Турă амăшĕпе сăваплă ĕçсем тăвакан Николайăн çăлкуçĕ патĕнчи «хуçасăрлăхра» йĕрке тума та çаках ура хурать: çĕр улми кăларнă май халăхăн ку ĕçе хутшăнма – территорие тирпей-илем кĕртме – хальлĕхе вăхăчĕ çук-ха. Хамăр енчен вара çăлăн катăлнă тимĕр ункине улăштармашкăн заказ панине пĕлтеретпĕр.
✔ Апашри кирпĕч завочĕ пирĕн территорире вырнаçнă пулсан та унăн хуçи пур. Вăл хальлĕхе инвесторсене кĕтнипе тÿрре тухать. Паллах, ăна çĕнĕрен ĕçлеттерсе яни питĕ нумай ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕччĕ, анчах эпир ниепле те хистеме пултараймастпăр.
✔ Шăнкасра шыв ыйтăвĕ шăрăх çанталăкра пушшех çивĕч. Вĕсен яланах айлăмра пурăнакансен куçĕнчен пăхма тивнĕ: шăрăх çанталăкра пахчасене шăварнă май шыв анать, сăрталла çитеймест. Çав вăхăтрах çумăр çусанах башньăри пусăм ÿсет те – шыв ирĕклĕ.
(Тăван Ен 32№, августăн 22-мĕшĕ, 2014 ç.)