Вырăнти ватăсемпе инвалидсен сывлăхĕшĕн, вĕсен иртсе пыракан кун-çулне çутăрах тăвассишĕн тăрăшакан ваттисен канашĕн членĕсем çак сăн ÿкерчĕкре сăнарланнă. Чăрăшкасси енчи тăхăр ялтан вĕсем.
Канаш ларăвĕсене хастаррисене чĕнетпĕр. Сăмахран, Николай Никифорович Сергеев ÿркенсе тăмасть, унта хастар хутшăнать. Кунсăр пуçне ялти старостăсене ырăпа асăнмалла. Шкул директорĕ Ирина Кимовна Гаврилова пулăшма хавас, хăй ерçмен чухне çумне канаш ĕçне явăçтарать. Вырăнти ял тăрăх пуçлăхĕ Виталий Яковлевич Павлов та яланах пирĕнпе пĕрле пулма тăрăшать.
Пирĕн ял тăрăхĕнче ватă çын йышне кĕнисем самаях: 80, 90, 100 çултан иртнисем те пур – сахалтан та тăхăр çын. Çамрăк вăй вырăнта ĕç çуккине пула аякка туха-туха каять. Нумайăшĕ хусах çулĕпе утса кун-кунлать: çемье çавăрма хăшĕ-пĕрин вăхăт çитмест е тата урăх сăлтав чăрмантарать. Кĕскен, ача-пăча сасси йăшсах пырать. «Культура вучахĕ» пирки вара ĕлĕкхипе танлаштарсан çав-çавах аванланнă тесе калама пулать.
Вырăнта çутă та хăтлă клуб, юнашар – ача сачĕ, шкул çурчĕ. Виçĕ суту-илÿ çурчĕ, вăл халăха кирлĕ таварпа тивĕçтерет. Çул-йĕр хăтлă, кашни ялах пĕр чăрмавсăр кĕрсе тухма пулать. Хĕл вăхăтĕнче те çула тасатсах тăма тăрăшаççĕ. Çуллахи вăхăтра хăш-пĕр чухне шыв çитсех кайманни пулкалать. Сăлтавĕ – халăх унпа чараксăр усă курни.
Халăхăн шăрăх çанталăкра пушар хăрушсăрлăхĕ
Канашлура ял тăрăхĕнчи ватăсене пулăшупа тивĕçтересси
ВАЛЕНТИН СИНЕЛЬНИКОВ, ВЕТЕРАНСЕН КАНАШĔН ЕРТŸÇИ, ЧĂРĂШКАССИ