Кăçал Раççейри Кино çулталăкĕн шайĕнче Шупашкар районĕнче те анлă мероприятисем иртрĕç. Иртнĕ эрнере акă Атăлъялти этнопаркра кино ÿкерессине пĕлсен халăх йышлăн пухăнчĕ.
Кĕпе аркисене вĕлкĕштерсе çуран утакан пикесемпе правур яшсем – «Шурăмпуç» (Шупашкаркасси, Леонид Захаров ертсе пырать), «Палан» (Çÿлтикасси, Владимир Мартьянов), «Калинушка» (Нелла Белаш), «Атăл хумĕсем» (Атăлъял, Кристина Семенова) – парка пухăнчĕç.
Малтанах районти пĕтĕмĕшле клубсен пултарулăх енĕпе ĕçлекен директорĕн çумĕ Ксения Демьянова фильма «Я люблю Чувашию» проектпа ÿкерни çинчен каласа кăтартрĕ. «Фильм ÿкерессине Ольга Матина ертсе пырать. Чăваш Республикин Наци телевиденийĕ республикăн ытти районĕнче фильмсем ÿкернĕ, халĕ пирĕн районта та ÿкерет. Икĕ кунра операторсем Шĕнерпуç светилищипе Апашри кургансен, «Заимка» хăна çурчĕн, «Ольдеевский» агрофирмăпа «Атлашевский» СХКа, районти тĕрлĕ предприяти территорийĕсенче ĕçленĕ, çавăн пекех Ишлей музейĕпе чиркĕвĕнче, Çÿлтикасси чиркĕвĕн вырсарни шкулĕпе Чаканарти Николай Фомиряков ăстаçă патĕнче, Атăлъялти тата Станъялĕнчи этнопарксенче авалхи йăласене сăнласа паракан фильмсем ÿкерĕç», – терĕ Ксения Демьянова. Малтанах пултарулăх ушкăнĕсем Шупашкаркасси клуб ертÿçи Любовь Иванова ертсе пынипе пулас сценарипе паллашрĕç. Çак хушăра этнопарка кĕтнĕ хăнасем Наталья Егорова режиссерпа Игорь Ульянов оператор килсе çитрĕç. Павел Иритков оператор иккĕмĕш кунхине эстафетăна ăна панă.
Чăваш тумĕ тăхăннă илемлĕ хĕрсем çăлкуç умĕнче каччăсем шыв тултарнă витресене кĕвентесемпе йăтса хăпарчĕç. Унтан шыва «çулăм керменĕнчи» чул çине сапса авалхи тасалăх йăлине кăтартрĕç. Пултарулăх ушкăнĕсем карталанса тăрса кермен тата йăхсен юписем тавра çаврăнчĕç. Унтан оператор хĕрпе каччăсем пĕвере кимĕпе ярăннине ÿкерчĕ. Кинофильма сенкер экрансем çинче тепĕр икĕ эрнерен кăтартĕç.
Николай Смирнов, Атăлъял