Шкул саккинчен студент ретне тăма çăмăл-и?
11-мĕш класс пĕтернисемшĕн шкул пурнăçĕ хыçа юлчĕ. Экзаменсене тытнă, уйрăлу каçĕсем иртнĕ. Пĕр хĕрÿ тапхăр вара тепринпе ылмашăнать. Каччăсемпе хĕрсем аслă вĕрентÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме хатĕрленеççĕ.
Пĕлтĕрхи шайра
Шкулта 11 çул хушшинче вĕрентÿ стандарчĕсене мĕнле ăса хывнине тĕпрен илсен вырăс чĕлхипе тата математикăпа тытнă экзаменсен пĕтĕмлетĕвĕсем кăтартса параççĕ. Вĕсенче аттестат илме май паракан чи пĕчĕк балл виçине пухайманнисем те пур-çке. Республикăра шкул пĕтерекенсен 0,32% вырăс чĕлхипе экзамен тытайман, база шайĕнчи математикăна – 2,16%, профиль шайĕнчи математикăна – 6,42%. ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова пĕлтернĕ тăрăх, вырăс чĕлхипе тата математика предмечĕсемпе экзаменсен кăтартăвĕсем пĕлтĕрхи шайра. Çак икĕ предметпа экзамен тытни аттестат илме кăна мар, çĕршыври аслă вĕрентÿ заведенийĕсене кĕме те кирлĕ.
Республика шкулĕсенчен вĕренсе тухакансем пĕрремĕш çул кăна мар ППЭ валли обществознани предметне суйласа илеççĕ. Кăçал ăна шкул пĕтерекенсен 43% – 2654 çын – тытнă. Вĕсенчен 13% заданисене пурнăçлайман, çакă 2016 çулхипе (12,43%) танлаштарсан 0,64% пысăкрах. Ытти предметпа лару-тăру еплерех-ха? 2017 çулта экзамен тытакансен 26,49% физика предметне суйланă, историе – 13,63%, биологие – 17,04%, химие – 13,66%. Физикăпа ППЭне пурĕ 1635 çын панă. Çак предмета ППЭ тытнине çирĕплетекен сертификата илме ирĕк паракан чи пĕчĕк виçерен – 36 балтан – иртейменнисен шучĕ иртнĕ çулхи шайрах, вăл 1,04%-па танлашать. Историпе вара аттестат илме май паракан чи пĕчĕк виçе (32 балл) урлă каçайманнисем пĕлтĕрхи 8,45%-ран 6,5% таран чакнă. Кăçал республикăра историпе 841 ача экзамен тытнă. 11 класс пĕтерекенсенчен 1052-шĕ вара биологи предметне кăмăлланă. Кунта палăртнă виçе чухлĕ балл (36 балл) пухайманнисен шучĕ 2016 çултипе танлаштарсан чакнă, 12,1%-ран 5,89% таран çитнĕ. Химипе тытнă экзаменсен кăтартăвĕсем те иртнĕ çулхи шайра. 843 каччăпа хĕр суйласа илнĕ ăна. Экзамен хыççăн аттест илме май паракан чи пĕчĕк балл виçине пухайманнисен шучĕ 1,6% чакнă, вăл 7,83% танлашать (2016 çулта – 9,43%). 2016 çулта республикăра 11 класс пĕтерекен 49 ача 100 балл пухнă пулсан, кăçал çĕр баллисем – 35-ĕн.
2017 çулхи ППЭн тĕп тапхăрĕ çĕнĕ технологисемпе усă курса иртнипе те асра юлчĕ. Тĕрĕслевпе хаклав материалĕсене экзамен аудиторийĕсенче вĕсем пуçланиччен пичетленĕ, ĕçсене ППЭ штабĕнче сканерланă. Çакăн пек çĕнĕлĕх ППЭ материалĕсене турттарса килнĕ чухне çын аллине законсăр майпа лекессине сирме, çавăн пекех вĕсене тишкермелли вăхăта кĕскетме май парать. Информаци хăрушсăрлăхĕпе йышăннă мерăсем – видеосăнав, экзамена металл шыракан хатĕр витĕр кĕртни, вăйлатнă тĕрĕслев, общество сăнавĕ – йĕркене пăснă тĕслĕхсен шутне иртнĕ çултипе танлаштарсан 3 хут чакарма май панине те палăртнă министр çумĕ.
Цифрăсен чĕлхипе
Чăваш Республикинче ППЭ 6172 çын тытнă, вĕсенчен 5,3 пин ытла – кăçал 11 класс вĕренсе пĕтернисем.
Йĕркене пăсмасăр
Тĕп тата пĕтĕмĕшле вăтам пĕлĕвĕн вĕрентÿ программисемпе иртнĕ патшалăх аттестацийĕн пĕтĕмлетĕвĕсене райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев ертсе пынипе районти предприяти-организаци ертÿçисемпе, муниципалитетăн пай, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе иртнĕ планеркăра та сÿтсе явнă. Муниципалитетăн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Борис Романов пĕлтернĕ тăрăх, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ тата пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ йĕркене пăснă тĕслĕхсемсĕр иртнĕ. Кашни аудиторире онлайн-видео сăнав йĕркеленĕ. Çавăн пекех видеосăнав порталĕн мобиллĕ версийĕ те ĕçленĕ, çакă экзамена сăнакансен ĕçне хăвăртлатма май панă. Шупашкар районĕнче 11 класс пĕтернĕ 149 ача вырăс чĕлхипе тата математикăпа база шайĕнче тата хăйсем суйласа илнĕ предметсемпе – физикăпа, биологипе, химипе, географипе, Раççей историйĕпе, обществознанипе, акăлчан чĕлхипе, информатикăпа, литературăпа – ППЭ формипе тата Мăнал шкулне пĕтерекен пĕр ача патшалăх выпуск экзаменĕн тĕсĕпе (ГВЭ) тытнă.
Вырăс чĕлхипе вăтам балл пĕлтĕр 69,1 балл пулнă пулсан, кăçал – 62,5. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан пĕтĕмĕшле кăтарту чакнă пулин те Ишлей шкулĕнчен вĕренсе тухнă пĕр хĕр ача 100 балл пухни паллă. Математикăпа 2017 çулта вăтам балл 50,5 танлашнă, пĕлтĕр 47,6 балл пулнă. Районти хĕрсемпе каччăсем обществознани, хими, физика, истори, биологи предмечĕсене ытларах суйласа илнĕ. Иртнĕ çултипе танлаштарсан математика, физика, биологи, географи предмечĕсемпе тытнă ППЭ кăтартăвĕсем лайăхланнă. Пĕр вĕренекен кăна аттестатсăр юлни паллă. Пĕлтĕр тĕп тапхăрта 12 ача аттестат илеймен.
Экзамен хуравĕсен бланкĕсене экзамен иртнĕ вырăнтах сканерласа ярса пама май пуррине кура пĕтĕмлетÿсем вăрах кĕттермен.
Кăçал 9 класс пĕтерекенсен аттестат илме 4 экзамена та ăнăçлă тытса лайăх кăтарту илмелле пулнă. 484 вĕренекен патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацине тĕп патшалăх экзаменĕн формипе Кÿкеç лицейĕнче тытнă. Математикăпа вăтам балл 3,36 (2016 çулта – 3,28 балл) танлашнă. Вырăс чĕлхипе вара вăтам кăтарту пĕчĕкленнĕ 3,08. Пĕлтĕр 3,98 балл пулнă. Патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх вĕренекенсен 3% экзамена иккĕмĕш хутĕнче те тытайман. Математикăпа 14 вĕренекен экзамен тытайман, кăçал сентябрь уйăхĕнче вĕсен çак предметпа экзамена тепĕр хут пыма тивĕ.
Сăмах май
9-11-мĕш класс ачисем экзамента йĕркене пăснă 18 тĕслĕх пулнă. Вĕсен хушшинче сотовăй телефонсемпе тата шпаргалкăсемпе усă курни – чи анлă сарăлнисем.
АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА