Мартăн 20-мĕшĕнче Шупашкарта ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Кубокне çĕнсе илессишĕн алă вăйĕ виçессипе 1997 çулта тата каярах çуралнă шкул ачисен зачет спартакиади иртнĕ. Унта республикăри районсенчен 247 çамрăк спортсмен хутшăн-нă.
Районта армспорт вăй илсе пынине палăртмалла. Кунта шкулсенче алă вăйне виçмелли сĕ-телсем вырнаçтарни те витĕм кÿретех – переменăра ачасем хăйсен вăй-халне тĕрĕслеме пултараççĕ. Çапла майпа кунран-кун вăй-халĕсене çирĕплетсе пырса шкулта ăс пухакансем республика тата район шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнаççĕ.
Канмалли кунсенче иртнĕ ăмăртăва Чăрăшкасси, Тăрăн, Ишек, Ишлей, Кăшавăш, Вăрман-Çĕктер, Çÿлтикасси, Тренккасси, Атайкасси шкулĕсенче вĕренекенсем хутшăннă. Район ко-манди 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Патăрьелпе Елчĕк командисем пĕр-пĕрин хушшинче 2-мĕш-пе 3-мĕш вырăнсене пайланă.
Район чысне хÿтĕлекенсенчен мала тухакансем çаксем: Кристина Сидорова, Анна Красно-ва, Сергей Зайцев, Никита Щербаков (1-мĕш вырăна тивĕçнĕ), Дмитрий Ефремов, Максим Семенов, Ирина Иванова (2-мĕш вырăна тивĕçнĕ), Марина Яковлева, Марина Егорова, Александра Николаева (3-мĕш вырăна тивĕçнĕ).
«15 команда алă вăйĕ виçессипе тупăшрĕç, вĕсен йышĕнче – Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисен, ыттисем – район командисем. Шупашкар районĕнче армспорт лайăх ата-ланса пырать. Ăмăртусене хамăр районта ирттерни тата аван, районти ачасем ытларах хут-шăнма пултараççĕ», – пĕлтерчĕ ЧР армспорт федерацийĕн председателĕ Иван Смоленцев.
ВЕРА ШУМИЛОВА
Самах май
Мартăн 28-мĕшĕнче Кÿкеçри пултарулăх çуртĕнче алă вăйĕ виçессипе Шупашкар ра-йонĕнче мала тухассишĕн шкул ачисен зачет спартакиади иртет.