…çак сăмахсемпе çырусем ăсатаççĕ 4 пĕр тăван
Ывăлĕсене хĕрÿ точкăсене ăсатакан амăшĕсен чунĕ епле чăтнă-ши? Çывăх çыннисен пурнăçĕ хăрушлăхра пулнине ăнланакансем куляннипе чĕрисене мĕн чухлĕ çунтарман пуль! Çапах та кашниех пĕлнĕ: çĕршыва сыхласси – сăваплă тивĕç. Çакна Ишек ял тăрăхĕнчи Кивçурт Марка ялĕнчи Александровсен 4 ывăлĕ те çирĕп ăнланса çитĕннĕ – 18 çулта салтак аттине тăхăннă та тек хывман, паян кун та контракт мелĕпе çар службинче тăраççĕ.
Пĕрин хыççăн тепри…
4 ывăлпа 1 хĕр ÿстерсе ура çине тăратнă Александровсем, мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă. Герман Даниловичпа Лидия Никифоровна ĕмĕр тăршшĕпех фермăра вăй хунă. Дояркăра ĕçленĕ 5 ача амăшĕ, уроксем хыççăн ачасене те фермăна васкатнă, выльăхсене кăшман памалла-и, утă алăпа йăтмалла-и, тислĕк хырса тасатмалла-и – шăл çемми ĕç кашни валлиех пур.
Шкул хыççăн арçын ачасен пĕрин хыççăн теприн салтака кайма ят тухать. Чи малтанах ывăлсенчен асли – 1980 çулта çуралнă Алексей – повестка илет. Çак хыпара илтсен Лидия Никифоровна тăнсăр кайса ÿкет, ывăлĕн шăпишĕн кулянса макăрнă амăшĕ çур çултанах куçлăх тăхăнать. Алексей хĕсмет вăхăтне Севастополь хулинче ирттерет, служба вĕçленсен контракта алă пусса унтах юлать. Паянхи кун вăл çакăнтах, сержант.
Асли пурнăçа çарпа çыхăнтарнине хăнăхаççĕ кăна Александровсем, Алексейран 3 çул кĕçĕнрех Петрăн салтак атти тăхăнма черет çитет. Вăл малтанласа шалти çарсен чаçне лексе Шупашкарта хĕсметре тăрать, кайран ăна Чечен Республикине илсе каяççĕ. 7 уйăх çамрăк хĕрÿ точкăсенче пулать. Кун пирки вăл пиччĕшĕпе шăллĕсене кăна пĕлтерет, амăшĕн чĕрине çунтарасшăн пулмасть.
Умлă-хыçлă, салтак хыççăн салтак çара ăсатаççĕ Александровсем. Альберт хĕсмете малтан Самар, кайрантарах Оренбург облаçĕсенче ирттерет, аслă пиччĕшĕсене кура контракт мелĕпе службăна малалла тăсать, Ингушети чиккине лекет.
Александровсен килте кĕçĕн ывăлĕ Максим кăна юлать. Аслă пиччĕшĕсен тĕслĕхĕпе хăпартланнăскер, вăл та салтак ячĕ тухасса чăтăмсăррăн кĕтет. «Тухтăрсем ирĕк памасан та çавах салтака каятăп», – тет вăл çирĕппĕн. Повестка илсен вăл та салтак атти тăхăнать. Служба вăхăчĕ иртсен вăл та контракт мелне суйласа илет. Малтанах Шупашкарти шалти çарсен чаçĕнче службăра тăраканскер килтисене пĕлтермесĕрех Чечен Республикине тухса каять. Паян кун та унта службăра тăрать çамрăк ашшĕ.
Çулăмсăр çунакан чĕре
2009 çулта Чечен Республикинче кăна мар, Ингушетире, Дагестанра, Кабарда-Балкарта лару-тăру çивĕчленет, терроризм вăй илет. 2010-2013 çулсенче Александровсен Петьăпа Максим ывăлĕсем контракт мелĕпе Чечен Республикинче, Альберт Ингушетире службăра тăраççĕ. Çăмăл пулман çав вăхăтра çывăх çыннисене, ачисен шăпишĕн куляннипе амăшĕн чĕри çуннă кăна! Лешсем вара килтисене лăплантарма çыру хыççăн çыру вĕçтернĕ. «Атте-анне, пирĕн пурте йĕркеллех, ан кулянăр», – çак сăмахсемпе шăрçаланă çырусене Лидия Никифоровна паян та типтерлĕ упрать. Турă сыхланă-тăр унăн тĕпренчĕкĕсене, паян вĕсем пурте сывă-чĕрĕ, кĕçĕн ывăлĕсĕр Максимсăр пуçне пурин те шанчăклă тыл – çемье, ача-пăча пур.
Пĕр тăвансем отпуск вăхăтĕнче çуралнă яла килме, тĕл пулма кану вăхăчĕсене пĕр вăхăтра илме тăрăшаççĕ. Акă, нумай пулмасть Альберт тăван килне курма килнĕ. Вăл пограничник, Ингушети чиккинче хуралта тăрать. Çав вăхăтрах повар пулса та ĕçлет – пĕр талăк унăн аллинче çăпала, тепĕр талăк – пăшал. Унăн мăшăрĕпе 2 ачи халиччен Чăваш Енре пурăннă, малашне çемье Альберт службăра тăракан вырăна куçса кайма хатĕрленет. Çар çыннисене паракан çăмăллăхсемпе усă курса çемье хваттер туяннă. Шкул çулне çитмен ывăлĕ те ашшĕне кура çар çынни пулма ĕмĕтленет. «Эпĕ атте пекех вăйлă!» – тет вăл.
«Самани кăна лăпкă пултăр…»
«Салтак ăсататпăр та кĕтсе илетпĕр – пĕтĕм пурнăç çакăнтан тăрать», – хаш сывлать 4 пăхаттире пурнăç панă Лидия Никифоровна. Çав вăхăтрах салтак пурнăçĕ ывăлĕсене çирĕплетнине те палăртать. «Пĕри те службăра тăрса ывăнни пирки ÿпкелешмест, тантăшĕсемпе танлаштарсан кăмăл енчен çирĕпрех, хăюллăрах, дисциплинăллăрах», – тет вăл. Каччăсен наградăсем те сахал мар, час-часах килекен тав çырăвĕсем те Лидия Никифоровнăпа Герман Даниловича ывăлĕсемшĕн мăнаçлăх туйăмне хушаççĕ.
«Ывăлсемпе мăнаçланатăп: салтакран тарса çÿремерĕç, çĕршыва, пире сыхлаççĕ. Самани кăна йĕркеллĕ тăтăр», – тет пĕр тăвансен амăшĕ çутă малашлăха шанса.
Сăмах май
Крым Республикин наци гвардийĕн çарĕсен федераци службин 6914 №-лĕ çар чащĕ (Симферополь хули) сержант тата ахаль салтак должноçĕнчи граждансене контракт мелĕпе службăра тăма йыхравлать. Службăна Раççей хĕç-пăшаллă вăйсен заппасри гражданĕсем кăна мар, патшалăх, муниципаллă е патшалăх аккредитациленĕ патшалăхăн мар аслă вĕрентÿ заведенийĕсене пĕтернĕ заппасри мар граждансем те юрăхлă.
Раççей гвардийĕнче контракт мелĕпе çар службине тăрас шухăшлисене çак адреспа – Крым Республики, Симферополь хули, Субхи урамĕ, 1 – пыма сĕнеççĕ.
Контракт мелĕпе çыхăннă çар службин йĕрки, çар çыннисене паракан çăмăллăхсемпе социаллă гарантисем, укçа-тенкĕ виçи, пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерни çинчен 8-978-805-48-98, 8-919-888-07-92, 8 (3652)66-73-78 телефонсемпе ыйтса пĕлме пулать.
ВЕРА ШУМИЛОВА