Çын вилнĕ хыççăн христиан тĕнне ĕненекенсен кĕлеткине крематорире тĕп тума, урăхла каласан, çунтарма, юрать-и?
Петр КУВШИНОВ, Кÿкеç
Владимир атте, Ишек чиркĕвĕн настоятелĕ:
– Православи тĕнне ĕненекенсен кĕлеткине крематорире çунтарма юрамасть. Мĕншĕн тесен Турă законĕ çапла тума хирĕçлет, ку пурнăçран уйрăлса кайнă этемĕн ÿт-пÿне çĕре кăна пытармалла, урăхла нимĕнле май та çук.