Мартӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш наци телевиденийӗн “Ир пулсан” кӑларӑмӑн хӑни СССР халӑх артисчӗ Борис Алексеев ячӗллӗ Апаш халӑх театрӗн артисчӗ Владислав Кириллов пулчӗ. Ку кӑларӑм Театр кунне халалласа тухрӗ. Владислав Кириллов театр пурнӑҫӗ пирки кӗскен каласа пачӗ. Туса ирттернӗ ӗҫсемпе тата ҫитес тӗллевсемпе паллаштарчӗ. Республикӑра халӑх театрӗсен шучӗ кӑна мар, вӗсен шайӗ ӳснине палӑртрӗ. Кӑларӑмра Апаш халӑх театрӗ лартакан спектакль сыпӑкне те кӑтартрӗҫ. Мартӑн 29-мӗшӗнче Апаш халӑх театрӗпе пӗрле Николай Семенов ӳкернӗ “Пӗр тенкӗ” ятлӑ кӗске метражлӑ фильма наци телевиденийӗн эфирӗнче 19 сехет те 30 минутра тухать.
Апаш халӑх театрӗн артисчӗ – Чӑваш наци телевиденийӗн хăни
