Атăлъялта – драмтеатр

Майăн 30-мĕшĕнче Атăлъялти культура çуртĕнче Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав орденлĕ К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх драма театрĕ 1-мĕш хут пулчĕ. Театр артисчĕсем Александр Пăрттан «Укçа чул кастарать» ятлă икĕ пайран тăракан çемье пăтăрмахне лартса пачĕç.

«СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев çак спектакле сцена çине 1-мĕш хут 2010 çулхи март уйăхĕнче кăларнă. Унта 8 артист вылять», – каласа кăтартрĕ Татьяна Ананьева ертÿçĕ. 70 çын вырнаçмалли зал часах куракансемпе тулчĕ. Юнашарти Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнчен те килчĕç спектакле курма. Тĕп роле, Альтука – Чăваш тата Раççей халăх артистки Нина Григорьева вылярĕ, Матюш рольне – Чăваш тата Раççей халăх артистки Нина Яковлева, Славике – Чăваш халăх артисчĕ Сергей Иванов, Мильăна – ЧР тава тивĕçлĕ артистки Надежда Воюдская, Гришăна – Николай Котеев, унăн мăшăрне – Чăваш халăх артистки Валентина Ситова, Артура – Александр Демидов, Ингăна – Надежда Кузьмина калăпларĕç.

Спектакльти ĕçсем хальхи вăхăтри ялта пулса иртеççĕ. Альтукпа Матюш кинемейсем питĕ туслă. Альтук тухтăр пулмасан та тĕрлĕ чир-чĕртен сыватма пултарать. Матюш мăнукĕ Инга сыватнăшăн укçа илме сĕнет, хăй те укçа илсе тăрать. Укçа пуррине пĕлсе Шупашкартан яла 7 çул килмен ывăлĕ Славик мăшăрĕпе тата ывăлĕпе амăшĕ патне килеççĕ. Часах Чĕмпĕрти Гриша шăллĕ те яла персе çитет.

Паллă артистсем «Укçа чул кастарать» текен ваттисен сăмахне чуна тивмелле тĕрĕс сăнарласа кăтартаççĕ. Тĕрлĕ майпа, улталаса укçа илесшĕн кинемейрен унăн тăван ывăлĕсемпе кинĕсем, юлашкинчен çапăçсах каяççĕ. «Мĕн хăтланатăр эсир, асанне сывламасть», – тет Артур мăнукĕ чупса тухса. Тĕнче укçа çинче кăна мар, юратупа туслăх, ăнланулăх çинче никĕсленнине уççăнах сăнăрларĕç артистсем. Пухăннисем вĕсене сцена çинчен чечек çыххисемпе, тăвăллăн алă çупса ăсатрĕç.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости