А​сап​лă ви​лĕм сĕ​рĕ​мĕ

Эрнере республикăри сиплев учрежденийĕсене тĕрлĕ хутăшпа наркăмăшланнă 82 çын пулăшу ыйтма пынă

Вĕ​сен​чен 16-​не сип​лев уч​реж​де​ни​йĕ​се​не выр​наç­тар​нă. Опе​ра​тив​ник​сен вер​си​йĕ​пе унч​чен ма​ла​рах Ки​ров​па Сур​гут об​ла​çĕ​сен​че туп​са па​лăрт​нă турт​мал​ли ху​тăш​сем те Чă​ваш Ене çит​ни​сен евĕр​ли​се​мех пул​нă. Çак ре​гион​сен​че спайс турт​нă хыççăн ха​рă​сах те​ми​çе çын тăн​сăр пул​са ÿк​нĕ, вил​ни​сем те пур.

Хăвăрт парăнтарать

27-​ри Игорь Кар​ков (ят​не улăш​тар​нă), Вăр​мар çам​рă​кĕ, кан​мал​ли кун​сен​че Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи Чĕр​каш​ри тă​ва​нĕ па​тĕн​че хă​на​ра пул​нă. Çа​кăн​та турт​са пăх​ма сĕн​нĕ ху​тăш​шăн сыв​лăх, пур​нăç ха​кĕ​пе тÿ​ле​ме тивес​си пир​ки вăл шу​хăш​ла​ма та пул​та​рай​ман. Ял​ти га​раж​ра сĕ​рĕм кă​лар​са ай​каш​нă ху​шă​ра вăл ал-у​ри ит​ле​мен​ни​не, сыв​лăш пÿ​лĕн​ни​не туй​ма ты​тăн​нă. Ку​çĕ ху​рал​са кил​нĕ. Ма​лал​ла мĕн пул​ни​не ас ту​масть.

Ирт​нĕ кан​мал​ли кун​сен​чех Рес​пуб​ли​кă​ри нар​ко​ло​ги боль​ни​ци​не Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чен те​пĕр çын​на йы​вăр диаг​ноз​па ил​се пы​нă. Апаш​ра пу​рă​на​кан 27-​ри çам​рăк ар​çын пур​нă​çĕ​шĕн тух​тăр​сем та​лă​ка яхăн кĕ​реш​нĕ. Пул​са ирт​ни​не вăл ни​мĕн те ас ту​масть. Аран-аран тă​на кĕ​нĕ хыççăн та тÿ​рех чĕл​хи уçăл​ман. «Тă​ван Ен» кор​рес​пон​ден​чĕн ый​тă​вĕ​се​не вăл тип​пĕн, сă​мах​се​не аран-аран суй​ла​са кă​на ху​рав​ла​нă. Хăй ка​ла​нă тă​рăх, «а​таш​та​ра​кан» ху​тăш​сем​пе вăл унч​чен те пĕр​ре мар аш​кăн​нă. «Ан​чах та ку ва​ра юлаш​ки хут пу​лĕ», – те​нĕ.

Чăн та, турт​мал​ли ху​тăш​сем​пе аш​кă​на​кан​сем​шĕн ку​наш​кал ай​ка​шу пĕр​ре​мĕш та​та юлаш​ки пул​нă тĕс​лĕх​сем çук мар. Чĕ​рĕ юл​ни​сен ва​ра çак йă​нăш пир​ки пур​нăç тăрш​шĕ​пех ÿкĕн​ме тивет. Тух​тăр​сем Апаш çам​рăк​не ма​лаш​не мĕн кĕт​ни​не пĕл​тер​ме хи​рĕç. Пĕр​ре ас тив​нĕ хыç­çă​нах ор​га​низм çак ве​щест​во​на хă​нă​хать.

Халь​лĕ​хе çи​рĕп​лет​мен вер​си тă​рăх, Ук​раи​на ти​вĕçтер​се тă​ра​кан по​ро​шок​сен ви​тĕ​мĕ хă​ват​лă, хаяр та​та шел​сĕр. Тăн​сăр пул​са ÿкес умĕн ăна ас тив​ни​сем хă​руш​шăн кăш​кă​раç­çĕ, ÿлеç­çĕ… Рес​пуб​ли​кăн штат​ра тă​ман тĕп ток​си​ко​ло​гĕ Алек​санд​ра Про​хо​ровс​кая гал​лю​ци​на​ци​сĕр пуçне пĕ​тĕм ор​га​низм ĕçĕ ча​рăн​са лар​ни​не па​лăр​тать: кĕ​лет​ке ит​ле​мест, сыв​лăш тух​масть, чĕ​ре ти​кĕс​сĕн ĕçле​ме пă​ра​хать…

Усламçăсем паллă

Рес​пуб​ли​кă​ра пу​рă​на​кан​сем йыш​лă нар​кă​мăш​лан​нă хыççăн ре​гион​ра нар​ко​тик​сен çав​рă​нă​шĕ​пе çы​хăн​нă ла​ру-​тă​рă​ва сă​на​са тă​ма ве​домст​вă​сен хуш​шин​чи опе​ра​тив​лă шта​ба ту​са ху​нă. Ун​та Раç­çей Следст​ви ко​ми​те​чĕн, ШĔМĕн, Фе​де​ра​цин нар​ко​тик​сем​пе кĕ​ре​ше​кен служ​бин Рес​пуб​ли​кă​ри ве​домст​ви​сен предс​та​ви​те​лĕ​се​не кĕрт​нĕ. Ме​ди​ци​на уч​реж​де​ни​йĕ​се​не ик​кĕ​лен​те​ре​кен ху​тăш​сем​пе нар​кă​мăш​лан​нин пал​ли​сем​пе çын​сем пы​нă пур тĕс​лĕ​хе те тĕп​лĕ тĕ​рĕс​леç­çĕ. Суд экс​пер​ти​зи​се​не па​лăрт​нă, çав шут​ра ге​не​ти​ка, ме​ди​ци​на та​та хи​ми тĕп​че​вĕ​сем. Çак кун​сен​че нар​ко​тĕ​рĕс​лев уп​рав​ле​ни​йĕ Следст​ви ко​ми​те​чĕн рес​пуб​ли​кă​ри уй​рă​мĕ​пе пĕр​ле сыв​лăх​шăн хă​ру​шă ху​тă​ша сар​нă Ин​те​рнет-​сайт опе​ра​то​рĕ​пе зак​лад​чи​ке тыт​са чар​нă. Çа​кăн пир​ки ФСКНăн рес​пуб​ли​кă​ри уп​рав​ле​ни​йĕн офи​циал​лă сай​тĕн​че пĕл​те​реç­çĕ. Икĕ çын пир​ки уго​лов​нăй ĕç­сем пу​çар​нă, 9 тĕс​лĕх​ре 60 грамм пси​хоак​тив​лă ве​щест​во турт​са ил​нĕ.

Чă​ваш Ен Сы​в​лăх сых​лав ми​нис​терст​вин​чен пĕл​тер​нĕ тă​рăх, паян​хи кун тĕл​не уй​рă​мах йы​вăр нар​кă​мăш​лан​нă 3 çын сыв​лă​хĕ хă​руш​лăх​ра мар. Ве​домст​во ин​фор​ма​ци​йĕ​пе, пси​хот​роп​лă ху​тăш​ран шар кур​ни​сен 80 про​цен​чĕ 18-21 çул​сен​че. Çич​чĕ​шĕ ху​тă​ша хă​на​ра пул​нă май усă кур​нă, тă​ват​тăш​не га​раж​сен​чен ил​се кил​нĕ. Турт​мал​ли ху​тăш​сем​пе унч​чен ма​ла​рах та ай​каш​нă пул​сан та вĕ​сен​чен пĕ​ри те нар​кос​лужбă​ра шут​ра тă​ман. Халь​хин​че ва​ра вăл па​чах урăх ви​тĕм кÿ​ни​не пур​те асăр​ха​нă.

Хăрушă синтетика

Турт​мал​ли ха​тĕр​се​не ху​ша​кан ве​щест​во​сем – чăн-​чăн нар​ко​тик​сем евĕр​лех. Син​те​ти​ка по​ро​шо​кĕ​сем йÿ​нĕ, хăй​сем пат​не хă​вăрт хă​нăх​та​раççĕ. Çул​та​лăк​ра çап​ла май​па спайс авăр​не 80 пин çын кĕр​се ÿкет. Ен​чен те ге​рои​нăн вă​там ха​кĕ 100 дол​лар ыт​ла пул​сан син​те​ти​кă​на 2200 тен​кĕ тÿ​ле​се чăр​мав​сăр туян​ма пу​лать. Чăр​мав​сăр, мĕн​шĕн те​сен спайс вăл нар​ко​тик​сен пĕр тĕ​сĕ пул​ни​не çи​рĕп​ле​тич​чен сут​лăх​ра ирĕк​лĕ. Каш​ни ку​нах унăн çĕ​нĕ тĕ​сĕ ту​пăн​са пы​ни ла​ру-​тă​рă​ва кăт​кăс​ла​тать. На​рко​тĕ​рĕс​лев​çĕ​сем сĕн​ни​пех пĕл​тĕр кă​на 70 тĕр​лĕ çĕ​нĕ йыш​ши нар​ко​тик ху​тăш​не сут​ма-​туян​ма чар​ни​сен спи​сок​не кĕрт​нĕ. Çак​на ва​ра ла​бо​ра​то​ри тĕп​че​вĕ​сем хыç­çăн кă​на ту​ма май пур. Вĕ​се​не ал​ла илич​чен нар​кă​мăш​лан​нин пал​ли​сем​пе сип​лев уч​реж​де​ни​йĕ​се​не та​та мĕн чух​лĕ çын ле​кĕ?

Официаллă

И​ри​на БУЛЫГИНА, ЧР тĕп нар​ко​ло​гĕ:

– Ку​наш​кал ху​тăш​сем ши​зоф​ре​ни вал​ли ка​нал уçаç­çĕ. Пси​хоак​тив​лă пре​па​рат​па пĕр​ре усă кур​нă хыççă​нах ăс-​тăн çу​хал​нă тĕс​лĕх​се​не те​ми​çе те шу​та ил​нĕ. Çи​рĕм ур​лă каçнă-​каçман ин​ва​лид пул​са юлас​си… – кă​сăк​лăх​шăн пи​тĕ хак​лă тÿ​ле​ме тивет.

Олег ДМИТРИЕВ, Раççей Следст​ви ко​ми​те​чĕн Чă​ваш Ен​ри уй​рă​мĕн пуç­лă​хĕн ас​лă пу​лă​шу​çи:

– Нар​кă​мăш​лан​нă 32 çул​ти çам​рăк ви​лĕ​мĕ хыç­çăн РФ УК 238 статйи​пе пот​ре​би​тель пур​нă​çĕ​пе сыв​лă​хĕ​шĕн хă​руш​лăх​сăр мар та​ва​ра уп​ра​нин, сут​нин пал​ли​сем​пе, çак​на пу​ла ăн​сăрт​ран çын вил​ни​не ку​ра уго​лов​нăй ĕç пу​çар​нă. Мал​тан​хи кă​тар​ту​сем тă​рăх нар​кă​мăш​лан​нă 20 çын​нăн кли​ни​ка пал​ли​сем пси​хот​роп​лă ху​тăш (MDMB (N) ви​тĕ​мĕн евĕр​лĕ. Халь​лĕ​хе çак​на тă​ват​тă​шĕн тĕ​лĕ​шĕ​пе ла​бо​ра​то​ри тĕп​че​вĕ​пе çи​рĕп​лет​нĕ.

Шу​паш​кар çам​рă​кĕ вас​кав​лă пу​лă​шу бри​га​ди çи​тич​чен пур​нăçран уй​рăл​нă. Пи​рĕн рес​пуб​ли​кă​ра çын​сен сыв​лăх​не сиен кÿ​нĕ нар​кă​мă​ша сар​нă те​ми​çе çын​на тыт​са чар​нă та ĕн​тĕ.

Анд​рей ГРИГОРЬЕВ, Фе​де​ра​цин нар​ко​тик​сен за​ко​на хи​рĕçле çав​рă​нă​шĕ​пе кĕ​ре​ше​кен служ​бин Чă​ваш Ен​ри Уп​рав​ле​ни​йĕн опе​ра​тив​лă служ​бин пуç­лă​хĕ:

– Сен​тяб​рĕн 25-​мĕ​шĕн​че «Çĕр​пÿ-Улья​новск» ав​то​çул çин​че нар​ко​тĕ​рĕс​ле​вçĕ​сем чар​нă ав​то​ма​ши​нă​ра ви​çĕ тĕр​ке туп​нă. Тĕп​че​се тĕ​рĕс​ле​нĕ хыççăн ун​та пси​хоак​тив​лă ху​тăш пул​ни пал​лă пул​нă. Нар​кă​мăш​лан​нă пал​лă​сем​пе Шу​паш​кар​ти вас​кав​лă пу​лă​шу боль​ни​ци​не ил​се пы​ни​сен çу​мĕн​че туп​нă ÿсен-​тă​ран​ран ту​нă ху​тăш​сен ты​тă​мĕн​че те çак ве​щест​во​сем пур​ри​не спе​циа​лист​сем çи​рĕп​лет​нĕ.

​ВИК​ТО​РИЯ ВЫ​ШИНС​КАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости